15 июля 2009 г.
Мăнçырмара çуралса ÿснĕ, велосипедпа чупас енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçланă Алексей Трофимова асăнса ирттерекен Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене кăçал вун иккĕмĕш хут йĕркелерĕç. Вăлах маунтинбайк енĕпе республика чемпионачĕ тата мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртăвĕ пулчĕ.
Ăмăртăва хутшăнма çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен чи пултаруллă спортсменсем килнĕ. Мускавпа Ленинград облаçĕсенчен, Казахстанран, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисенчен, Патăрьел тата пирĕн районсем пурĕ - 130 велосипедист - тупăшнă.
Акă, велосипедистсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă.
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Гимнĕсем мăнаçлăн янăраççĕ.
Алексей Трофимова асăнса шăплăх минучĕ ирттереççĕ.
Ăмăрту пуçланнă ятпа спортсменсене район пуçлăхĕн заместителĕ – райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕ.
– Мăнçырма çĕрĕ чаплă спортсменсемпе пуян. Китайри 19 Олимп вăййисене хутшăннă пултаруллă велосипедист Вера Андреева та кунти шкулта ăс пухнă. Унта ултă хут СССР чемпионĕ В.Гаврилов, икĕ хут СССР чемпионĕ, чăвашсен пĕрремĕш профессионалĕ, «сăрт-ту королĕ» И.Иванов, Раççей чемпионĕ А.Левин та çак шкултан вĕренсе тухнă. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, паянхи çамрăк велосипедистсемшĕн вĕсем ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, – тенĕ Юрий Васильевич.
Ăмăртăва хутшăнакансене çавăн пекех Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Семенов, вăхăтсăр пирĕнтен уйрăлнă пултаруллă спортсменăн ашшĕ Н.Трофимов саламланă.
С.Архипов тĕп судья ăмăрту йĕркипе паллаштарнă. Трасса вара çăмăл мар. Мăнçырма ялĕнчи çырма-çатраллă, анаталла-тăвалла дистанцире темиçе çаврăм тумалла.
Малтанхи кунĕнче, июлĕн 8-мĕшĕнче, кросс-кантри марафон чупура 1995 – 1996 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен Д.Яковлев (Кивĕ Вĕренер) иккĕмĕш вырăн йышăннă.
1993-1994 çулсенчи арçын ачасенчен Р.Боредский (Пинер) иккĕмĕш пулнă.
1995-1996 çулсенчисем хушшинче В.Капитонов (Кĕтеснер) иккĕмĕш вырăна тухнă.
Хĕр ачасем хăйсен ушкăнĕнче уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тунипе савăнтарнă. Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен М.Семенова (Вăрмар поселокĕ) – пĕрремĕш, Е.Павлова (Кивĕ Шулхан) иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕ те пирĕн спортсменсемшĕн начар мар иртнĕ. Хăйсен ушкăнĕсенче С.Сергеев (Кивĕ Вăрмар) тата И.Ильин (Пинер) иккĕмĕш вырăнсене тухнă. К.Владимирова (Кĕтеснер) - виççĕмĕш вырăнта. М.Семеновапа Е.Павлова чи пултаруллисем пулнине çирĕплетсе панă.
Икĕ куна пынă ăмăртусен итогĕсемпе хăйсен ушкăнĕсенче Н.Иванов (Пинер) – виççĕмĕш, И.Ильинпа Р.Боредский (Пинер) – иккĕмĕшпе виççĕмĕш, К.Владимирова (Кĕтеснер) иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Чи пултаруллисем вара М.Семеновпа Е.Павлова пулнă, чемпион ятне тивĕçнĕ.
Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе наградăланă, медальсемпе укçан парса хавхалантарнă.