АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçĕн Шăхальте – уяв

15 июля 2009 г.

Кĕçĕн Шăхаль Çĕнĕ Вĕренер вăрманĕ çумĕнче, Тарăн вар çырми хĕрринче вырнаçнă. Çак ял çыннисем Аслă Шăхаль ялĕнчен уйрăлса тухнă. Пĕр вăхăт унта çуртсен йышĕ 22 çитнĕ.

1929 çулта Сталин ячĕпе хисепленекен колхоз йĕркеленĕ. Вăйлă хуçалăх шутланнă вăл. Ялта правлени çурчĕ, клуб, магазин, фельдшер пункчĕ, радиопа телефон та пулнă. Ялне те Сталин ятлă панă. 1962 çулта ял ĕçченĕсем ыйтнипе РСФСР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ Сталин ятлă яла унăн малтанхи ятне – Кĕçĕн Шăхаль – пама йышăннă. Ялта халĕ 21 çурт, 32 çын пурăнать.

Халĕ кунта нимĕнле обществăлла çурт-йĕр те çук. Малтанхи кунĕнче çумăр çуни, праçник кунĕ уяртса кайни Кĕçĕншăхальсен кăмăлне чăннипех те çĕклерĕ.

Кăнтăрла 12 сехет. Кĕтÿ яла кĕнĕ хыççăн, ял халăхĕ ял çумĕнчи уçланкăна пухăнчĕ. Уяв вырăнне тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе илемлетнĕ, хаваслă музыка кĕвви кăмăла çĕклет.

Уяв пуçланчĕ. Ăна Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ А.Семенов тата ял старости, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи кадрсем енĕпе ĕçлекен инспектор О.Быстрова ертсе пычĕç.

– Эпир паян пĕчĕк ялăн пысăк уявне пуçтарăнтăмăр. Кашни пĕчĕк ялăн хăйĕн нуши пур. Кĕçĕн Шăхаль ял çыннисен те вăл сахал мар. Ялта культура çурчĕ, магазин, медицина пункчĕ çук. Ялта вăйпитти çынсем те сахал юлнă. Анчах ытлашши пăшăрханма кирлĕ мар. Çитменлĕхсене майĕпен пĕтерсе пырăпăр. Иртнĕ çул яла асфальтлă çулпа çыхăнтартăмăр. Ку ял çыннисемшĕн питех те лайăх. Ялти çамрăксем шкула Аслă Шăхале çÿреççĕ. Кĕçĕн Шăхаль ялĕ пур, пулнă, пулать те. Вăл çулсерен аслăланса, вăйланса пырĕ, – терĕ Анатолий Арсентьевич.

Ыйтусем те чылай пачĕç Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне. Р.Сивухинана акă тирек йывăçĕ хуçăлса анама пултарасси канăç памасть. А.Семенов пуçлăх ун пирки мерăсем йышăнма шантарчĕ.

Ялта пурнăç таппи вăй илсе пырать. Вăйпитти арçынсепе хĕрарăмсем тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ. О.Быстрова «Шигали» хуçалăхра кадрсем енĕпе ĕçлекен инспектор. Республика кунĕнче ăна нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чыс турĕç. В.Петров трактористра вăй хурать, А.Фомин лесникра тăрăшать, Н.Федорова Шăхальти культура çурчĕн заведующийĕ. Мăшăрĕпе Виталийпе кăçал вĕсем Сергей ывăлне салтака ăсатрĕç. Тепĕр ывăлĕ – Миша кăçал Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан вĕренсе тухрĕ.

Ялти чи ватă çын – Анастасия Павловна Ефремова. 84 çулта вăл. Уявра ăна парне парса чыс турĕç. Чи кĕçĕнни вара 4 çулхи Андрей. Ăна та парне тивĕçрĕ.

Кăçал çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă май, ялта пурăнакансем килти пахчана йĕркеллĕ пăхса тăраççĕ, тĕрлĕрен пахча-çимĕç культури туса илеççĕ. Килти пахчана йĕркеллĕ тытса пынăшăн Л.Павлова та парнене тивĕçлĕ пулчĕ.

И.Самсонов çемйи кунта Çĕнĕ Шупашкартан куçса килнĕ. Кĕçĕншăхальсем вĕсене хăйсен йышне илнĕ май, территорие таса тытса тăма кĕрепле парнелерĕç.

Ялта пурăнакансем 8 ĕне, сурăхсем нумай усраççĕ. Йĕри-тавра çаран пулнă май кунта выльăхсем усрама чăннипех те меллĕ.

«Пĕчĕк хуранăн пăтти те тутлă» тенĕ каларăш Кĕçĕншăхальсене те пырса тивет. Ялтан пултаруллă çынсем те тухнă. В.Кудров Шăхаль шкулĕнче учительте ĕçленĕ.

1971 çулта Вăрмарти типографи заведующийĕнче çак ялта çуралса ÿснĕ Валерий Павлович Макаров ĕçлеме пуçларĕ. Ăста специалист пулас тесе Куйбышеври (халĕ Самара) издательствăпа полиграфи техникумне ăнăçлă вĕренсе пĕтерчĕ. Вăл опытлă полиграфист пулнине республикăри пĕрремĕш типографи руководителĕсем асăрхаççĕ те, ăна 1977 çулхи март уйăхĕнче Шупашкара илсе каяççĕ. Малтан вăл пĕрремĕш типографире тăрăшать, унтан агрегат завочĕн типографи коллективне нумай вăхăт хушши ăнăçлă ертсе пырать. Каярахпа «Чăвашагропромпроектра» директор заместителĕнче ĕçлет. Питех те шел, 51 çултах вăл пирĕнтен уйрăлчĕ.

СССР спорт мастерĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ Алексей Федорович Федоров та çак ялтанах тухнă.1974 çулта Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕнче ĕçлеме пуçлать.

Пултаруллă спортсменсем хатĕрленĕшĕн 1979 çулта А.Федорова СССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи физкультурăпа спорт комитечĕ «Физкультурăпа спорт отличникĕ» хисеплĕ знакпа наградăланă. 1982 çулта «Чăваш АССР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ работникĕ» хисеплĕ ят панă.

1985 çулта А.Федорова тĕнче тата Европа чемпионачĕсене хутшăнма пысăк квалификациллĕ спортсменсем, СССР чемпионĕсем хатĕрленĕшĕн РСФСР Министрсен Совечĕ çумĕнчи физкультурăпа спорт комитечĕ «РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ» хисеплĕ ят парса пысăк чыс тунă.

Шел, вăл та пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Унăн спортри пултарулăхне палăртса Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне халĕ ун ятне панă.

Алексей Федоровичăн пиччĕшĕ – Михаил Федорович Шупашкарта «Техстроймонтаж» тулли мар яваплă общество йĕркелесе янăччĕ. Хăйĕн коллективĕ туса кăларакан ĕçмелли паха шыва районта ирттерекен ăмăртусем валли те илсе килетчĕ. Вăл та пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.

Ялтан тухнă пултаруллă çынсем татах та пулĕ, вĕсене асăнманшăн каçару ыйтатăп.

Уяв концерчĕ пуçланчĕ. Вырăнти артистсем чылай юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç. Ялти чи ватă çыннăн – Анастасия Павловнан йăмăкĕ, Пермь хулинче пурăнакан 76-ри Римма Павловна, темиçе юрă парнелерĕ. Концерт пынă вăхăтрах Мăнçырмаран Н.Павлов водительпе Е.Антонова сутуçă килсе çитрĕç. Мĕн кăна тиесе килмен-ши вĕсем праçнике. Уява хутшăннисем тĕрлĕ апат çимĕç тата ыттине туянчĕç. Ушкăн-ушкăнпа çерем çине ларса шăкăл-шăкăл калаçрĕç, юрăсем юрларĕç. Спорт ăмăртăвĕсем те йĕркелерĕç. Чăннипех те савăнчĕç Кĕçĕншăхальсем уявра. Çанталăкĕ те ятарласа тенĕ пекех вĕсемшĕн пулчĕ. Çав кун Мăнçырмара çуралса ÿснĕ пултаруллă велосипедиста Алексей Трофимова асăнса маунтинбайк енĕпе республикăра мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăрту трасси Кĕçĕн Шăхаль ялĕ витĕр иртни те уява килнисене савăнăç кÿчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика