АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ

15 июля 2009 г.

«Ялсенчи шкулсен ĕçне тĕплĕ шухăшласа йĕркеленĕ май, вĕсем вĕрентÿ шайĕпе те, пурлăх никĕсĕ тĕлĕшпе те хула шкулĕсенчен кая мар пулмалла», - тесе палăртнă ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Çавна май, кашни çулах вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ хыççăн районти шкулсенче юсав ĕçĕсем пурнăçлама тытăнаççĕ. 2009-2010 вĕренÿ çулĕнче шкулсене йышăнасси пирки район пуçлăхĕ В.Кириллов хушу кăларнă. Çавна май ятарлă комисси йĕркеленĕ.

Унпа килĕшÿллĕн хальхи вăхăтра районти 32 вĕренÿ учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов пĕлтернĕ тăрăх, шкулсенче юсав ĕçĕсем пурнăçлама муниципаллă бюджетран 532 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта спортзал тума, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнчи ача сачĕн, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулăн çивиттисене улăштарма, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта шыв пăрăхĕ кĕртме палăртнă.Унсăр пуçне кашни шкул хăйĕн вăйĕпе вырăнта хăтлăх кĕртессипе ĕçлемелле. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем ку тĕлĕшпе çанă тавăрса вăй хураççĕ. Акă, сăмахран, Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта электричество проводисем çĕнĕрен улăштарнă, унăн коридорне, столовăйне сăрласа сăн кĕртнĕ. Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вара шыв пăрăхĕ пурĕ 99 пин тенкĕлĕх кĕртнĕ. Унсăр пуçне шкул валли 24 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ сăрăсем, цемент, хăмасем туяннă. Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул та юсав ĕçĕсем пурнăçлама 24 пин тенкĕлĕх сторительство материалĕсем илнĕ. Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ. Вĕсем медицина оборудованийĕ, «Радуга» ача сачĕ валли линолеум 30 пин тенкĕлĕх туяннă. Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул та çĕнĕ вĕренÿ çулне тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленет. Шкула сăн кĕртме 15 пин тенкĕлĕх сăрăсем илнĕ. Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта юсав ĕçĕсем чылай туса ирттернĕ. Вăл çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр тесен те йăнăш пулмасть. Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти искусство шкулĕ те илемленчĕ. Ăна шал енчен сăрланă, пластик кантăксем лартнă.

«Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районти шкулсенчи пуçламăш классене 439 пин тенкĕлĕх сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Çак проектпах пурнăç хăрушсăрлăхĕн предметне вĕрентнĕ чухне усă курмалли вĕрентÿпе кăтарту пособийĕсене 305 пин тенкĕлĕх кÿрсе килнĕ.

«Çулсеренех демографи лару-тăрăвĕ улшăннă май, шкулсенче ачасем сахаллансах пыраççĕ. Çавăнпа та шкулсене реструктуризацилес ыйту тухса тăрать. Кăçал Тупах, Вăтакас, Çĕнĕ Мăнтăр, Эçпепе шкулĕсене реструктуризациленĕ. Вĕсенчи ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çывăхрах вырнаçнă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула шкул автобусĕсемпе пĕлÿ пухма илсе çÿреме тытăнĕç», - терĕ Ю.Соколов.

Хальхи вăхăтра районти шкулсенче пурĕ 353 вĕрентекен тăрăшса вăй хурать. Вĕрентекенсем шкулсенче çителĕклĕ пулнă пирки çамрăк специалистсене ĕçпе тивĕçтерс ĕç йывăртарах пулса пырать темелле. Анчах та ку ыйтăва та райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ май пур таран татса пама тăрăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика