АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял лавккисем те çĕнелеççĕ

15 июля 2009 г.

Ял лавккисем те çĕнелеççĕ

Халăх йышлă пурăнакан районти ялсенчен пĕринче - Чулкасра çак кунсенче райпон тавара ирĕклĕ майпа сутакан лавкка уçăлчĕ. Халиччен кун пек лавккасем поселокра кăна пулнă, халĕ вара райпо ĕçченĕсем ял çыннисене те хăйне евĕр парне тăвас терĕç. Ăна уçнă çĕре район пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров, райпо канашĕн председателĕ К.Никитин, Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев хутшăннă.

Райпо канашĕн председателĕ К.Никитин лавккана хăтлăх кĕртессишĕн тăрăшса вăй хуракансен ĕçне лайăх хак пачĕ, ăна шал енчен те, тулаш енчен те евроюсав ĕçĕсем тунине, суту-илÿ тумашкăн çĕнĕ оборудовани туяннине палăртрĕ. «Эсир çак лавккана тавар туянма килессе эпир шансах тăратпăр, - терĕ Константин Владимирович курма килнĕ ял халăхне, - эпир вара, хамăр енчен, туянакана пур условисем те туса пама тăрăшăпăр. Çитес çулта кун йышши лавкка çак ялта тата тепĕр уçма палăртатпăр». Район пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн пуçлăхĕ Л.Петров райпо ĕçченĕсем лавккасене хăтлăх кĕртессипе чылай тăрăшнине, çавна май ял лавккисем çĕнелсе пынине палăртрĕ.

Кунта пуçтарăннă халăх çĕнĕ улшăнусем пулса иртнине тÿрех асăрхарĕ. Суту-илÿ вырăнĕ чылай ирĕкленнĕ, апат-çимĕç сивĕтекен çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă, стеллажсем тĕрлĕ таварсемпе тулнă. Чи пĕлтерĕшли - туянакан хăйне кирлĕ тавара ирĕклĕ майпа суйласа илме пултарни. Кунта апат-çимĕç, хуçалăхра кирлĕ таварсем валли те вырăн çителĕклех. Тепĕр майлă каласан мĕн кирлине пĕтĕмпех туянма пулать. Палăртма кăмăллă: хăш-пĕр таварĕ уйрăм çын лавккисемпе танлаштарсан йÿнĕрех те.

«Пирĕн ял лавкки хуларисенчен пĕрре те кая мар. Кунта кĕрсен шалт тĕлĕнмелле: мĕн тĕрлĕ тавар çук пулĕ. Райпон «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество пĕçернĕ çăкăрпа булка изделийĕсене эпĕ уйрăмах кăмăллатăп. Вĕсем тутлăрах та, пахарах та», - тесе тулли кăмăлтан пĕлтерет çак ялта пурăнакан Елизавета Васильевна Васильева ĕç ветеранĕ. Кунта тăрăшса вăй хуракан Полина Николаевна Илларионова заведующипе Алевтина Леонидовна Димитриева сутуçă çăкăрпа булка изделийĕсене сентресем çине тирпейлĕн те илемлĕн вырнаçтарнă, кашни тавар хăй вырăнĕнче. Райпо ĕçченĕсем туса кăларнă макаронпа кондитер изделийĕсене, пельменпе ытти çурма фабрикатсене те илме пулать. П.Илларионовапа А.Димитриева туянакансене вара яланах ăшă кăмăлпа, тарават кĕтсе илеççĕ, мĕн кирлине пĕтĕмпех çийĕнчех тивĕçтереççĕ. Çавăнпа та ял халăхĕ хаваспах çÿрет лавккана.

Çак кун тавар туянма килнисенчен пĕри те пуш алăпа каймарĕ. Вĕсем тĕрлĕ тавара кăмăлласа илнипе пĕрлех парнеллĕ те пулчĕç.

Пĕтĕмĕшле каласан, райпо вырăнти халăх ыйтăвне тивĕçтерессишĕн чылай ĕçсем туса ирттерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика