АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунĕ пире мĕн пачĕ?

15 июля 2009 г.

Кăçал Вăрмар çĕрĕ çинче Чăваш Енĕн тĕп уявĕ – Республика кунĕ иртрĕ. Тÿрех калас пулать, çак пысăк праçнике тĕплĕн хатĕрленсе çÿллĕ шайра ирттерессишĕн поселокра пурăнакан, яваплăха туякан кашни çынах хăйĕн тÿпине хывма тăрăшрĕ. Çине тăрса ĕçлени куç умĕнчех. Пăхатăн та, пур çĕрте те тирпейлĕхпе илемлĕх хуçаланать. Çуртсене юсаса çĕнетнĕ, чечексем куçа илĕртеççĕ. Çаксене пурне те çынсем хăйсен вăйĕпе пурнăçланă. Уйрăмах пуçаруллă пулнисене палăртма кăмăллă. Район администрацийĕн, Вăрмар хула тăрăхĕн, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн (шкулсем те), район больницин, коммуналлă хуçалăхăн пур предприятийĕсен ĕçченĕсем те хастарлăхпа палăрса тăчĕç. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ строительсем район администрацийĕн, Вăрмар хула тăрăхĕн, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин, районти Спорт тата ытти çуртсене юсаса çĕнĕ сăн кĕртрĕç. Вăрмарти механика завочĕн коллективĕ 390 метр тăршшĕ тимĕр картасем, тимĕр алăксем, тĕп площадьри сцена çинче çумăртан хÿтĕленмелли тăрă, урнăсем хатĕрлесе пачĕ.

Çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕсен ĕçченĕсем те пысăк ĕç турĕç. Музей çывăхĕнчи, Советски, Крупская, Октябрь урамĕсене, универмаг, ресторан умне, пĕрремĕш номерлĕ «Березка» ача садне кĕнĕ çĕре асфальт сарчĕç, çулсен айккине вак чул сарса сарлакалатрĕç.

Ленин урамĕнчи çуртсен умĕнчи шиттисене пĕтĕмпех çĕннипе улăштартăмăр. Çавăн пекех Мир тата Новая урамсенчи хăш–пĕр çуртсен умĕнчи картасене те çĕнетрĕмĕр.

2007 çулта йышăннă «Раççей Федерацийĕнчи пурăнмалли çурт–йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăламалли фонд çинчен» программăпа килĕшÿллĕн пирĕн 42 çурта юсаса çĕнетмелле. Ăна пурнăçлама пурĕ 27 миллион та 900 пин тенкĕ уйăраççĕ. Республика кунĕ тĕлне 23 çурта юсаса çĕнетрĕмĕр: çивиттине улăштартăмăр, çуртсене çĕнĕ сăн–сăпат кĕртрĕмĕр. Ку енĕпе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисемпе Йĕпреçрен 12 подрядчик тăрăшулăх кăтартрĕç. Панă укçаран 11 миллион та 800 пин тенкипе усă курнă.

«Чечек пурнăç илемĕ», - тетпĕр. Поселокра халĕ пур çĕрте те тенĕ пекех тĕрлĕ чечексем ешереççĕ. Газон курăкĕ те хăйне май илемлĕ. Пирĕн вара çав пуянлăха упрама пĕлмелле. Çулталăк тăршшĕпех вĕсем хăйсен илемĕпе пире савăнтарччăр, кăмăла çĕклеччĕр. Поселока килекен хăнасем те Вăрмарсен сатурлăхĕнчен тĕлĕнччĕр, поселок çыннисем пирки ыррине кăна калаçчăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика