11 июля 2009 г.
Çак сăмахсене çыртăм та тарăн шухăша кайрăм. Мĕншĕн тесен кашни çыннăнах пурнăç çулĕ такăр пулмасть. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра «ĕмĕр сакки сарлака» теççĕ. Уйрăмах пултаруллă, ĕçшĕн, халăхшăн нумай тăрăшакан, вăй хуракан çынсемшĕн. Çав вăхăтрах вĕсем кăна пурнăçра тарăн йĕр хăвараççĕ, халăх хушшинче ырă ят илеççĕ.
Вĕсенчен пĕри вăл пирĕн Вăрмар районĕнче кăна мар, Чăваш Республикинче те паллă çын, патшалăх деятелĕ Валерьян Петрович Петров. Çитес кунсенче вăл 60 çул тултарать. Унăн пурнăç çулĕ тумхахлă, çав вăхăтрах мухтавлă та.
Валерьян Петрович 1949 çулхи июлĕн 13–мĕшĕнче Шăплат ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ Петр Николаевич тата амăшĕ Анна Кирилловна ĕçчен те йĕркеллĕ çынсем пулнă. Туслăн пурăнса колхоз производствинче, кашни шанса панă ĕçре тата килти хуçалăхра тар юхтарса ĕçлесе пилĕк ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ. Май килнĕ таран вĕсене вĕрентме, пĕлÿ пама тăрăшнă.
Валерьян 1966 çулта Урнарти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн тăван «Динамо» колхозăн Шăплат бригадинче тракторист помощникĕ (плугарь) пулса ĕçлеме тытăнать. Вăл вăхăтра эпĕ комсомолăн Вăрмар райкомĕн организациллĕ пай заведущийĕ пулса ĕçлеттĕмччĕ.
1967 çул, кĕркунне, Шăплат ялне ĕçпе кайсан эпир унпа паллашнăччĕ. Ĕçчен те вăр–вар каччăна ялти çамрăксем хисеплетчĕç, шанатчĕç. Ун чухнех ăна ялти комсомол организацийĕн секретарĕ пулма суйларĕç. Çак обществăлла ĕçе, уншăн пĕр пус укçа тÿлемен пулсан та, Валерьян Петров питĕ хастар тытăнчĕ. Кĕске вăхăтрах ялта кăна мар, колхозра та сумлă ят илчĕ. Çакна шута илсе ăна яваплă ĕçе, колхозри хăрушсăрлăх техники инженерне, куçарчĕç. Çакăнпа пĕрлех ăна районти чи пысăк хуçалăх, «Динамо» колхоз, комсомол комитечĕн секретарьне суйларĕç. Вăл ертсе пыракан комсомол организацийĕ (унта 150 ытла комсомолецчĕ) районта чи лайăххисен шутĕнче.
Анчах та Валерьян пĕрмаях малалла пăхатчĕ, туртăнатчĕ. «Манăн вĕренсе специальность илмелле», – тетчĕ. Унăн ыйтăвне тивĕçтерсе ВЛКСМ райкомĕ ăна комсомол путевкипе Хусанти инженерипе строительство институтне, пулас студентсене хатĕрлекен уйрăмне ячĕ.
Кун хыççăн вăл икĕ çул ытла Совет çарĕнче службăра тăчĕ. Çартан таврăнсан Валерьян маларах асăннă институтра вĕренме пуçларĕ те ăна 1980 çулта пĕтерчĕ. Çав вăхăтра эпĕ парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçлеттĕм. Районта строительство кадрĕсем, уйрăмах аслă пĕлÿ илнĕ специалистсем, çитмесчĕç. Валерьянпа темиçе тĕл пулса калаçнă хыççăн вăл килĕшнипе парти райкомĕ ячĕпе Хусанти инженерипе строительство институчĕн ректорĕ патне ăна, Валерьяна, пирĕн пата ĕçлеме яма ыйтса çыру ятăмăр. Тăрăшни сая каймарĕ: çав çулах июль уйăхĕнче Валерьян Петрович тăван района ĕçлеме килчĕ.
Райком сĕннипе ăна «Чувашремстрой» пĕрлешĕвĕн Вăрмарти юсавпа строительство участокĕн начальникĕ пулма уйăрса лартрĕç.
Ку пысăк ĕçе Валерьян Петрович çĕнĕ вăй–халпа, пысăк яваплăхпа тытăнчĕ. Кĕске вăхăтрах организацин çĕнĕ производство базине тума пултарчĕ. Район центрĕнче строительство ĕçĕсен калăпăшĕ ÿсрĕ. «Сухаллă», темиçе çул тунă, анчах хута ярайман объектсене туса пĕтерчĕ, вăл шутра республикăри районсенчи пĕрремĕш Спорт çуртне те. Ăна 1978 çултах тума пуçланăччĕ. РСУ çĕнĕ начальникĕ тăрăшнипе вара 1982 çулхи февральте çак çурта уçрăмăр. Пурăнмалли çурт–йĕр тата ытти объектсене тăвасси те хăвăртланчĕ. 1983 çулта вара поселокшăн кăна мар, пĕтĕм районшăн та питĕ кирлĕ объект – çĕнĕ автовокзал – хута кайрĕ. «Ĕçчен çынна кураççĕ, хаклаççĕ» ,– теççĕ халăхра. Анатолий Николаевич Ефремова райĕçтăвком председателĕн заместителĕнче питех те ăнăçлă ĕçленине шута илсе татах та пысăкрах ĕçе куçарсан 1983 çулхи июнь уйăхĕнче ĕçтăвком председателĕн заместителĕ, (çумĕ) пулма Валерьян Петровича суйларăмăр.
Кунта икĕ çул çурă ĕçлесе район экономикипе социаллă сферине малалла аталантарас тĕлĕшпе питĕ нумай тăрăшрĕ. Вăл культурăпа социаллă пурнăç ыйтăвĕсемсĕр пуçне капиталлă строительство, промышленноç, çул-йĕр тăвас, коммуналлă хуçалăх, суту-илÿ, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ыйтусемпе ĕçлетчĕ.
Çав çулсенчех районта питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç, район центрне, ялсене çутçанталăк газĕ кĕртесси пуçланчĕ. 1985 çулта кĕркунне вара поселокра газпа ĕçлекен пĕрремĕш котельнăй хута кайрĕ. Газификаци ыйтăвĕсемпе Валерьян Петрович темиçе хутчен те Мускавра, Горькире, Хусанта тĕрлĕ организацинче пулнăччĕ, тухса тăракан кăткăс ыйтусене ăнăçлăн татса паратчĕ.
Вăл тăрăшнипех районта темиçе çĕнĕ шкул çурчĕ, ача-пăча сачĕсем тунăччĕ, çул-йĕр тăвасси, юсасси, çĕнĕ кĕперсем тăвасси хăвăртланнăччĕ.
Пултарулăхне кура Валерьян Петровича 1985 çулхи ноябрь уйăхĕнче парти райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пулма суйларăмăр. Кунта та вăл çÿлте асăннă ыйтусемпе ырми–канми ĕçлерĕ, халăх хушшинче унăн авторитечĕ тата ÿсрĕ.
1987 çулхи апрель уйăхĕнче эпĕ сывлăх хавшанипе урăх ĕçе куçсан Валерьян Петровича КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйларĕç. Вăл района ертсе пынă çулсенче район экономикипе социаллă сфери татах та малалла аталанчĕç. Ял хуçалăхĕнче, промышленноçра, строительствăра, транспортра, халăха вĕрентес, унăн сывлăхне сыхлас, культура сферинче çĕнĕ çитĕнÿсем пулчĕç. 1990 çулта суйлавçăсем унăн ĕçне пысăк хак парса, хисеплесе ăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн 12-мĕш суйлаври депутачĕ пулма суйларĕç. Çапла вара Валерьян Петрович пирĕн тăван район историйĕнче тарăн йĕр хăварчĕ.
1991–1998 çулсенче В.Петров Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕнче, республикăн Аслă Сучĕн аппаратĕнче ĕçлерĕ.
1998 çултанпа вара Суд департамĕнчĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн начальникĕ пулса ĕçлет. Вăл ертсе пынипе Управлени коллективĕ районсемпе хуласен сучĕсен тата миравай судьясен ĕçне малалла лайăхлатас, вĕсен никама пăхăнманлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе организаци, финанс тата техника енчен пысăк ĕçсем туса ирттерет. Хуласемпе районсенче судсем валли çĕнĕрен те çĕнĕ хăтлă çуртсем тăваççĕ. Управлени судьясен кадрĕсене хатĕрлес, вĕсен квалификацине ÿстерес енĕпе те нумай ĕçлет.
Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Валерьян Петровича медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе юстицин иккĕмĕш класлă патшалăх советник чинне (ятне) панă, е тепĕр майлă, ăнланмалларах каласан, çак чин генерал–лейтенант званийĕпе танлашать.
Валерьян Петрович – йĕркеллĕ те телейлĕ çемье пуçлăхĕ. Мăшăрĕпе Роза Васильевнăпа вĕсем хĕр тата ывăл çуратса пăхса ÿстернĕ. Хĕрĕ Наталья суд системинче ĕçлет. Ывăлĕ Андрей вара прокуратурăра. Валерьян Петровичăн икĕ мăнук çитĕнет.
Çакă паллă кун эпир, пĕрле ĕçленĕ çынсем, юлташĕсем, Валерьян Петровича çуралнăранпа 60 çул тултарнă ятпа чун–чĕререн ăшшăн саламлатпăр, патшалăхăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, телей сунатпăр.
Чаплă юбилей ячĕпе Сире, хисеплĕ Валерьян Петрович!