08 июля 2009 г.
Пĕтĕм Раççей халăхĕн черетлĕ çыравне хатĕрленнĕ тапхăрта çуртсен списокне тĕрĕс йĕркелесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çакă йыша туллин шута илме май парĕ. Кунсăр пуçне ăна тĕпе хуни çĕршыв пĕлтерĕшлĕ кампание ирттернĕ чух хуласене тата ялсене çырав, инструктор тата шут участокĕсене пайлама, çак тапхăрта миçе çынна вăхăтлăх ĕçе явăçтарассине палăртма кирлĕ.
Вăрмар тăрăхĕнче çуртсен малтанласа хатĕрленĕ списокĕпе илсен схема планĕ пур ĕнтĕ. Халăх пурăнакан е пурăнман мĕн пур йышши киле, больницăсене, лавккасене, кантурсемпе офиссене тата ытти çурт–йĕре тĕплĕн тишкермелле. Яваплă ĕçе пурнăçлама 19 регистратор хутшăнать. Вĕсене пухса Чăвашстатăн районти пайĕнче июлĕн 1–мĕшĕнче вĕренÿ занятийĕсем ирттернĕ, инструкципе паллаштарнă. Çак ĕçе кĕске вăхăт хушшинче – 20 кунра вĕçлемелле.
Кашни регистраторăн вăтамран 600 яхăн çурта çитмелле. Çавăн пекех вĕсен граждансен харпăр хăй пурлăхĕ шутланакан çуртсенче ялан миçе çын пурăннине тĕрĕслемелле. Регистраторсем нумай хутлă çуртсен хваттерĕсене кĕмĕç. Хăйсем кам пулнине ĕнентерекен документа регистраторсене кăтартмалла мар. Мĕн пур кăтартăва каласа панă тăрăх çырса хураççĕ. Регистраторăн вара официаллă çын пулнине çирĕплетнĕ йĕркепе хатĕрленĕ удостоверенипе ĕнентермелле. Вăл паспортпа пĕрле кăна вăйра тăрать. Шута илекенсен ĕçне графикпа чикĕлемен.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ хатĕрленÿ тапхăрĕ хыççăн хуралтăсен, пурăнмалли çуртсен хисепĕ тата Чăваш Енри ял-хулара ялан пурăнакан çынсен малтанласа палăртнă йышĕ çинчен информаци пухаççĕ. Ку кăтартусем 2010 çулхи çырава ирттернĕ тапхăрта халăх хисепне туллин шута илме кирлĕ.
Вăрмар районĕнче пурăнакансем, регистраторсене тухăçлă ĕçлеме пулăшас енĕпе сире граждан ăнланулăхне кăтартма ыйтатпăр.