АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » С. Иванов çĕнтерĕве ентешсене халалланă

08 июля 2009 г.

Июнĕн 23-28-мĕшĕсенче республикăра велосипедпа шоссе çинче чупассипе çĕршыв чемпионачĕ иртрĕ. Етĕрне çулĕ çинчи юниорсен пĕрремĕш стартĕнчен пуçланчĕ вăл. Чемпионатăн юлашки кунĕ - вырсарни кун чи интересли, курăмли пулчĕ.

Пирĕн ентеш, Кĕтеснер ялĕнче ÿснĕ Сергей Иванов та старт илчĕ. Спортсменсем çав кун 200,2 километрлă дистанцире вăй виçрĕç. Вăл вара 14 çаврăмпа танлашать. Пирĕн Сергей Иванов хăйĕн «Катюша» командипе тÿрех малта пырассишĕн ăнтăлмарĕ. Çакă куракансене хытах пăшăрхантарчĕ. Профессионалсен хăйсен йĕрки пур çав. 8-мĕш çаврăмра вара «катюшăсем» малта пыракан спортсменсене хăваласа çитрĕç, вĕсене «ывăнтарма» пуçларĕç.

12–мĕш çаврăмра Сергей Иванов куракансене тинех савăнтарчĕ. Унтан Юрий Трофимовпа Егор Силин та юлмарĕç, юнашарах пычĕç. Юлашки çаврăмра Сергей вĕсенчен пысăк хăвăртлăхпа иртрĕ те финиша пĕрремĕш çитрĕ. Ăна «Катюша» юрăпа кĕтсе илчĕç. Кам кăна саламлама килмен. Ашшĕ–амăшĕ, тăванĕсем, Шупашкарти пĕрремĕш тренерĕ Георгий Нигабаев, савнийĕ Катюша, спорта кăмăллакансем... Раççей чемпионĕн ятне 6-мĕш хут çĕнсе илнĕ спортсменпа пурте сăн ÿкерттерчĕç, автограф илчĕç. Бельгире пурăнакан Сергей тăванĕсемпе, журналистсемпе те чăвашла калаçрĕ.

–Çăмăлах пулмарĕ пулĕ финиша çитме; Çитменнине – тăван халăх умĕнче; – ыйтрăмăр унран.

–Январь уйăхĕнче чемпионат Шупашкарта ирттерессине пĕлтерчĕç. Чĕре кăрт! турĕ, çав вăхăтра савăнтăм та, пăшăрхантăм та. «Шупашкарсем манран çĕнтерÿ кĕтеççех», - шухăшларăм ăшăмра. Шĕкĕр турра, тĕллеве пурнăçларăм, тăван халăхăма парне кÿтĕм, паллах, пĕччен мар, «Катюша» командăпа. Çул çинче «пăкăсем» тунăшăн хула çыннисенчен каçару ыйтатпăр. Курма килнисене вара - пысăк тав сăмахĕ, – терĕ чемпион.

Çакна та калар: чемпионата Çĕнĕ Шулханта çуралса ÿснĕ Вера Андреева та хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика