08 июля 2009 г.
Раççей Президенчĕ 2008 çула «Çемье çулталăкĕ» ятне пани питĕ тĕрĕс пулчĕ. Мĕнле кăна мероприятисем ирттермерĕç пулĕ. Пирĕн район хаçатĕнче те сумлă çынсен çемйисем çинчен чылаях статьясем пичетленчĕç. Çакăнтанах пĕлтĕмĕр ĕнтĕ Энĕшпуç ял тăрăх пуçлăхĕн О. Ивановăн çемйи конкурсра мала тухни çинчен.
Чăнахах та тивĕçлĕ çемье тесе шутлатăп эпĕ вĕсене пĕлнĕ май. Çавăн пек чаплă, хисеплĕ çемьесем пур ялта та пур ĕнтĕ, пирĕн Урнар ялĕнче те вĕсем сахал мар, анчах та манăн вĕсенчен икĕ çемйи çинче чарăнса тăрас, çырса кăтартас килет.
Мĕн ĕлĕкрен пирĕн ялта Купринсен йăхĕ хисеплĕ çынсен шутĕнче пулнă. Калăпăр Платон Никифорович патша вăхăтĕнче Енккасси–Энĕшпуç вулăсĕн старости пулнă, нумай çынна пулăшнă вăл хăй ĕçĕнче. Унăн ывăлĕ Захар Платонович ашшĕ пекех пысăк çын пулнă, районсем хушшинчи «Росхмель» пĕрлешĕвĕн тĕп агрономĕ пулса Чăваш Республикин территорин çуррине яхăн пăхса, пулăшса, хăмла туса илес ĕçе аталантарнă. Ăна пĕлмен çын та пулман пуль пирĕн район таврашĕнче. Унăн арăмĕ те Мария Михайловна 6 ача амăшĕ пулнă пулин те çав ĕçпех тăрмашнă, вăрçă вăхăтĕнче ялта хăмла бригадин бригадирĕнче ĕçленĕ. Захар Платонович виçĕ ывăлĕнчен пĕрне, Карл ятлине (1929–мĕш çулта çуралнăскерне), хăйĕнни пек пурнăç çулĕпе ярасшăн пулнă пулмалла. Ывăлĕ 8 класс пĕтеричченех ăна хăмлаçă пулма хистенĕ, çак ĕçе вĕренме кайма сĕннĕ. Çапла вара 16 çулхи çамрăк каччă Карл вăрçă пĕтнĕ хыççăн хăмла ĕçĕсен центрĕнче вĕреннĕ хыççăн ялта хăмлаçăсен бригадирĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Тăрăшни сая каймасть Карлăн, пысăк çитĕнÿсем тăвать. Куншăн ăна «Росхмель» пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕсем те Тав çырăвĕ ярса саламласшăн пулнă, анчах та каччăна салтак службине илсе каяççĕ. Çавна пула «Росхмель» пуçлăхĕсем ку çырăва Карлăн çар чаçне ярса параççĕ. Тараватлă командирсем ку çырăва пĕтĕм чаçĕн стройĕ умĕнче вуласа параççĕ. Кун хыççăн пирĕн чăваш каччине, маттур салтака, чаçре пурте паллакан пулаççĕ, хисеплеме пуçлаççĕ, кĕскен каласан – чапа тухать. Çапах та каччăна техника ытларах туртнă, чаплă хăмлаçă пулнипе çырлахман, салтакран таврăнсан механизатор пулма Канашри училищĕне вĕренме кайса кĕрет. Тепĕр çулталăкран Карл анлă профильлĕ механизатор пулса килнĕ те тăван колхозра 34 çул хушши тракторпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва 1989-мĕш çулта тухнă. Карл Захаровичăн тĕп телейĕ килĕштерекен ĕçре пулни çеç мар, çемье çавăрса, ача–пăчаллă пулса, вĕсене хăйне, çĕршыва юрăхлă этем тăвас та пурнăç çулĕ çине тăратас тĕллеве туллин пурнăçлани çинче пулĕ тетĕп.
Карл пичче ку енĕпе те ют çынсене ăмсантармалăх телейлĕ çын. Унăн шăпи питĕ ăнăçлă сыпăнса пынă. Çитĕнсе çитнĕ патвар каччă пирĕн яла тăванĕсем патне хăнана килнĕ Шутнерпуç ял хĕрĕпе Ульяна ятлăскерпе тĕл пулса паллашнă, пĕр-пĕрне килĕштернĕ. Каччă нумай шухăшласа тăман – çемье çавăрма шут тытнă. Астăватăп, анлă та вăйлă туй пулчĕ вĕсен. Нумаях пулмасть ылтăн туйне туса ирттерчĕç. Карл пиччепе Ульяна инке питĕ сăпайлă çынсем пулнипе туйне те питĕ хитре те сăпайлă ирттерчĕç, ачисем тăваттăшĕ те, кинĕсем, кĕрÿшĕсем, 3 мăнукĕпе 4 мăнукĕн ачисем килсе саламларĕç. Çакă мари–ха ытарайми пысăк телей; Карл пиччепе Ульяна инкене ачисем чапа кăлараççĕ: вĕсен ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Калăпăр - аслă ывăлĕ Петĕр службăра полковник званине илме тивĕçлĕ пулнă. Тепĕр ывăлĕ – Александр çурçĕрти стройкăра тĕп инженер пулса ĕçлет. Люба ятлă хĕрĕ –Шупашкарта экономист пулса тăрăшать. Нина ятли –шăл тухтăрĕ. Вĕсен мăшăрĕсем те аслă пĕлÿллĕ çынсем. Каллех вĕсен ачисем те пурте тенĕ пекех аслă пĕлÿ илме ĕлкĕрнĕ е кĕç-вĕç университет (институт) пĕтереççĕ, пĕр Никита анчах хальлĕхе шкул ачи. Кун пек çемье тупма кашни ялтах пулмасть пулĕ тетĕп. Ытларах тĕлĕнес килет – мĕнле-ха пысăк вĕренмен ахаль çынсемех Карл Захаровичпа Ульяна Михайловна ачисене питĕ тĕрĕс воспитани пама пултарнă, ăс-тăн та çителĕклех панă, кунпа савăнма та, мухтанма та юрать, тивĕçлĕ те. 2009 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче Карл пичче 80 çул тултарчĕ.
Çырса кăтартнă Купринсем пек чаплă çемьесен эретĕнче Расколовсен çемйи те шутланать тесе калас килет манăн. Калаçу Владимир Леонтьевич тата унăн çемйи çинчен пырĕ. Володя çемьере 9-мĕш ача, юлашки умĕнхи, ун хыçĕнчен Валя йăмăкĕ анчах. Унăн ашшĕпе Леонтий Николаевичпа амăшĕ Александра Ивановна 13 ача çуратса вуннăшне (6 ывăл та 4 хĕрача) тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе, вĕрентсе, ура çине тăратса харпăр хăй пурнăç çулĕпе ăсатнă. Çак вăхăтра сахал мар ыйхăсăр çĕр каçмаллисем, ачасем чирлесен пăшăрханмаллисем пулнă пулĕ. Апла пулин те пуçне усман вăрçăран урасăр инвалид пулса килнĕ паттăр салтак. Ачисем çĕршыва, обществăна юрăхлă çынсем ÿссе çитĕннĕ. Пĕри те вăтам пĕлÿрен кая вĕренмен. Владимир 11 çул вĕренсе ял шкулĕнче аттестат илнĕ хыççăн ДОСААФ автошкулне вĕренсе пĕтернĕ, 2-мĕш класлă специалист пулса тухнă вăл унтан. Райпо системинче ĕçленĕ май вăл районта çитсе курман ял хăварман, магазинсене, шкулти столовăйсене, буфетсене апат–çимĕç турттарнă. Кĕçех салтака илсе кайнă ăна, икĕ çул çар службинче тăнă. Таврăнсан каллех ĕлĕкхи вырăнтах ĕçлеме тытăнать. Çулталăка яхăн райпора ĕçленĕ хыççăн тăван колхоза ĕçе куçнă, мĕн пенсие тухиччен 30 çул хушши вăй хунă çĕр-ĕç производствине аталантарас тесе.
Пĕррехинче сывлăхсем начарланса килнине туйса–ши е урăх сăлтава пула–ши, кĕçĕн ывăлне, Володьăна ашшĕ каланă: «Ывăлăм, авланса кăтартăн-ши эсĕ мана, эпĕ курайрăп-ши сан арăмна - кине;!» - тенĕ. Ывăлĕ нумаях шухăшласа тăман. Аслă Чак шкулĕнче ĕçлекен Вăрмар хĕрне Тамарăна машинăна лартнă та килнĕ ашшĕ умне. 1977 çулхи июнь уйăхĕн 6-мĕшĕнче туй туса ирттернĕ вĕсем. Пурăннă шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне юратса. Володя - колхозра, Тамара шкул столовăйĕнче ĕçленĕ, укçа-тенкĕ пухнă, çурт лартса уйрăлса тухнă ашшĕ килĕнчен. Паллах Володьăшăн ашшĕн тĕслĕхĕ пысăк, тĕп тĕслĕх пулнă. Вĕсен пĕрин хыççăн тепри 6 ывăл çуралнă. Ялсенче нумай ачаллă çемьесем чылай, пирĕн ялта та пур, анчах хăшĕсен ачисем вара яваплă ĕçе юрăхсăрскерсем, хăйсем тертленеççĕ, ытти çынсене те тертлентереççĕ. Ман шутпа ача çуралсан, чи йывăрри - вĕсенчен, пĕчĕк пепкесенчен сывă, тăнлă пуçлă, культурăллă, тĕрĕс воспитани парса халăха юрăхлă çын тăвасси, хăйне хăй пурăнма пултаракан, обществăра хăйне хăй тытма пĕлекен çын тăвасси. Çакăн пек ачасем ÿстерчĕç те Володьăпа Тамара. Аслă ывăлĕ, Олег, Шупашкарти ял хуçалăх академинче 4 курс пĕтерчĕ ĕнтĕ, колхозра тĕп инженер пулса ĕçлерĕ. Халĕ колхозсем саланса кайрĕç те ĕç çуккипе Мускава, Санкт-Петербурга кайса ĕçлеме тивет. Тепĕр ывăлĕ те, Андрей ятли, пĕтерчĕ ку академие, Славикĕ Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухрĕ, кĕçĕнни– Владик Шупашкарти педагогика колледжĕнче вĕренет-ха хальлĕхе. Олег 2002 çултах авланчĕ, вĕсен икĕ ывăл. Володьăн çуралнăранпа 50 çулхи юбилейне ирттермелле пулчĕ, унтан виçĕ ывăлĕ Андрей, Алексей, Саша пĕр харăс авланчĕç, виçĕ туй турĕç умлă хыçлăн, тата унтан хĕле кĕреспе Станислав ятлă ывăлне çара ăсатрĕç. Расколовсем йăхри йăлана пурнăçласа пыраççĕ тейĕн, вĕсен ывăлсем çуралаççĕ, çĕршыва сыхлакан паттăр салтаксем ÿстереççĕ. Олегпа Алинăн Димăпа Никита чупаççĕ, Андрейпа Регинан - Павел, Алексейпа Светланăн Роман ÿсеççĕ. Сашăпа Наташăна Турри Виктория ятлă пĕчĕк пепке тупса панă, Расколовсен тимлĕх варри пулса тăнă вара ку пĕчĕк хĕр пĕрчи.
Владимирпа Тамарăн ачисем питĕ ĕçчен. Пĕр харăс пурте пуçтарăнаççĕ те тумалли ĕçсене харăссăн пурнăçласа та хураççĕ. Пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, вĕсем туслă пурăнни ял халăхне те савăнтарать. Çакăн пек ачасем ÿсни ашшĕ-амăшĕнчен те килет. Вĕсем пурте ырă сăмаха тивĕçлĕ.
Урнар ялĕ.