08 июля 2009 г.
Чăваш милици кунĕ умĕн, ЧР Шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов журналистсемпе пресс–конференци ирттерчĕ. Кăçалхи çур çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ тата умри тĕллевсене палăртрĕ.
«Экономикăри йывăрлăхсем шалти ĕçсен органĕсен ĕç–хĕлĕнче те лайăх палăрать. Преступлени тунă тĕрлĕ тĕслĕхсем çинчен ытларах пĕлтерме пуçларĕç. Вĕсем милицинчен пулăшу ыйтаççĕ.
Лайăх енĕсем те сахал мар. Йĕрке хуралçисем ведомствăн çуралнă кунне хăш–пĕр ÿсĕмсемпе кĕтсе илеççĕ. Преступленисене уçса палăртасси ÿснĕ. Çынна вĕлернĕ тата пусмăрланă пур тĕслĕхсене те уçса палăртнă»,– терĕ Вадим Валентинович министр.
Общественноçа чылай вăхăт хушши çул çитмен ачасем преступлени туни пăшăрхантарнă. Халĕ çакă чакса пырать. Чăваш милицийĕ çакăнпа мухтанма пултарать: 339 массăллă мероприятисенче (çав шутра нумай çынлă Республика кунĕ те) обществăлла йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман. В. Антонов министр каланă тăрăх Шупашкара «Хăрушлăхсăр хула» туса хурасси малти планра тăрать. Милици нарядне пĕр чăмăра пĕрлештерни, вĕсем хуть те хăш вăхăтра та преступление уçса палăртма яланах хатĕр тăни пулăшать те ĕнтĕ ĕçе лайăхлатма. Ку енĕпе пуçламăшĕ пур. Шупашкарта милицие çийĕнчех чĕнсе илмелли 28 точка тата кăтартакан 5 камера вырнаçтарнă. Çавăн пек кнопкăсем малашне 48, кăтартакан камерăсем 96 пулмалла. Çаксене пурнăçлама укçа–тенкĕ нумай кирлĕ. Анчах та çынсен пурнăçĕ укçаран хаклăрах. Шупашкарта пурăнакансем кăçал пĕтĕмĕшле кĕсьерен 26,5 миллион тенкĕ, çитес çул 30 миллион тенкĕ тăкаклĕç. Çак плансене пурнăçлама кризис ан кансĕрлетĕр кăна.