АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Андриянсăр – 5 çул

08 июля 2009 г.

Андриянсăр – 5 çул

2004 çулхи июлĕн 3–мĕшĕнче тĕнче уçлăхне икĕ хут парăнтарнă Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиацин генерал–майорĕ, СССР летчик–космонавчĕ Андриян Григорьевич Николаев пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Пилĕк çул иртрĕ унтанпа, анчах вăл чăваш халăхĕн ятне çĕклес енĕпе тунă ĕçĕсем вилĕмсĕр.Пирĕн районта та час-часах пулнă май, чылай производство, ахаль çынсен ыйтăвĕсене те татса пама пулăшнă вăл.

Архивран илнĕ сăн ÿкерчĕкре эсир А.Николаева Арапуçĕнчи ача садĕнчи ачасемпе, воспитательсемпе тĕл пулнă вăхăтра куратăр. Шухăшлă, ăшă сăн–пит. Куракансен, итлекенсен асĕнче вăл ĕмĕрех çапла юлнă.

Кĕскĕ Справка

А.Г.Николаев 1929 çулхи сентябрĕн 5–мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. Космонавтсен пĕрремĕш отрядĕнче пулнă. 1962 çулхи августăн 11–15–мĕшĕсенче «Восток -3» караппа çĕр тавра 64 çаврăм тунă. (Космонавтика историйĕнче нумай талăка тăсăлнă тата ушкăнпа вĕçнĕ вĕçев). 1970 çулхи июнĕн 1–19–мĕшĕсенче «Союз–9» карап командирĕ пулса В.Севастьяновпа пĕрле вĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика