08 июля 2009 г.
Иртнĕ тунти кун республикăра Чăваш милицийĕ 89 çул тултарнине анлăн паллă турĕç. Çак уява пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕн коллективĕ те ĕçри хăш-пĕр ÿсĕмсемпе кĕтсе илчĕ. Тунă преступленисене тата уйрăмах йывăр преступленисене уçса парасси, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, лайăхланнă. Криминал милицийĕ енĕпе те лару-тăру аванрах. Обществăлла вырăнта çапкаланса çÿрекен ÿсĕр çынсем те сахалтарах пулнă.
Праçник ячĕпе ЧР Шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов районти шалти ĕçсен пайĕн начальникне И.Константинова Хисеп грамотипе наградăланă, оперативлă дежурнăй помощникне А.Васильева кăкăр çине çакмалли «Милици отличникĕ» знак парса чыс тунă, уголовнăй розыскăн пай начальникне С.Казакова тата аслă следователе О.Кузьмина тав тунă. Уяв ячĕпе районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене И.Константинов начальник саламланă, ĕçре ăнăçусем суннă.