04 июля 2009 г.
Шăхаль ялĕнчи чыс–сумлă Владимир Александрович Зайцев 70 çул тултарчĕ. Çулсем пурнăçăн çак тапхăрне илсе çитерни те ун сăнĕ–питĕнчи çамрăклăха çухатман–ха. Халичченхи пекех тус–тантăшĕсемпе, ватти–вĕттипе, аслăрах çулсенчи тăван ял–йышпа ăшă та яланах ырă кăмăллă пулма тăрăшать вăл. Шăхальти вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан ялтах шоферта ĕçлет. 1970–72 çулсенче Шупашкарта совпартшкулта вĕренет. Хăй çуралнă тăван енех чун туртать ăна. Часах колхозра тĕп инженерта, ял шкулĕнче машиноведени предметне вĕрентекенĕ пулса ĕçре пысăк тăрăшулăх кăтартать, хăйĕн авторитетне çĕклет. Ахальтен–и ăна ял Совет председтелĕн ĕçне шанса параççĕ. Тÿрĕ кăмăлпа, чун–хавалне парса ĕçлет вăл кунта та. Ял халăхĕн мĕн пур ыйтăвĕсене татса парса кăмăлпа тивĕçтерет.
1984 çулта Владимир Александровича ял ĕçченĕсем пĕр сасăллă пулса колхоз председательне суйлаççĕ. Пилĕк çул хушши кунти хуçалăха çĕклет, çĕннине шырать, тăван ял ĕçченĕсене лайăх пурăнма, тулли кĕрекеллĕ пулма ĕçре хавхалантарса пырать. Ĕне, лаша, сурăх, сысна фермисенчи ĕçсене вăйлатать, колхоз тупăшне пуянлатать.
Уй-хирсенче тыр–пул, çĕр улми, пахча çимĕç тухăçлă, ăнса çитĕнни те ял ĕçченĕсене татах вăйлăрах ĕçлеме хистенĕ.
«Восход» колхоз Владимир Александрович ĕçленĕ тапхăрта малтисен шутĕнче пулнă. Кайран та хăйне шанса панă «Шигали» ЯПХКра вăл ревкомисси председателĕнче вăй хурать, ăнăçлăх кăтартать.
Мана юбилей ячĕпе хуçалăх ертÿçисем Владимир Александрович пуçарăвĕпе районти культура çуртĕнчи юбилей каçĕнче тиха парнелени çинчен тивĕçлĕ хут пани те асрах-ха. Концерт куракансем çак ырă хыпара пĕлтерсен тăвăллăн алă çупрĕç.
1966 çулта Владимир Зайцев ялти ветфельдшерпа, Юлия Иосифовна Егоровапа туслă çемье çавăрать, кил-çурта, хуçалăха çĕклет, çирĕплетет. Кил-йышра вĕсем виçĕ ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Пурте вĕсем ашшĕ-амăшĕ пек сăпайлă, ырă кăмăллă, ĕçĕсенче хастар чĕреллĕ, ятлă–сумлă.
Акă Елена университетри медицина факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухрĕ, халĕ туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерта тĕп тухтăр пулса ĕçлет, чирлисене сыватать.
Николай 1994 çулта университетăн строительство факультетне ăнăçлăн пĕтерет. Халĕ «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕн генеральнăй директорĕ пулнă май, вăл тăрăшнипе районта вуншар хăтлă кермен çуртсем çĕкленсе ларнă.
Михаил «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕнче водительте ĕçлет. Пурте вĕсем ĕçре хастар та пултаруллă.
Владимир Александровича хастар чун-хаваллă пулса ĕçленĕшĕн панă Хисеп грамотисемпе наградисене шутласа та кăлараймăн. Наставник çамрăксене тĕрĕс çул кăтартса пырать, хуçалăхри ĕçре хастарлă пулма, пурнăç çулĕпе йăнăшмасăр утма хăнăхтарать. Çавăнпа та вăл ял-йыш умĕнче сумлă, хисеплĕ çын.
Юбиляра вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх, çемьере телей те ăшă кăмăллăх, ÿсĕм-ăнăçусем, малашлăхра та чи лайăххине кăна сунас килет.