04 июля 2009 г.
Пĕтĕмĕшле çынсене икĕ пая пайлама пулать: пĕрисем - ĕçченсем. Вĕсем лăпкăн, шавсăр, тăрмăшаççĕ, ялан ĕç çинчен шутлаççĕ, унпа пурăнаççĕ; теприсем - ĕçĕсене нумаях тумаççĕ пулин те пур çĕрте те хăйсене кăтартма тăрăшаççĕ, чапшăн çунаççĕ.
Кавал ялĕнчи Петр Николаевич Моклакова вара пĕрремĕш ушкăна кĕртмелле. Ырă кăмăллă та вашават, çынпа вăрçма юратман арçын - Петр Николаевич - июнĕн 22-мĕшĕнче çуралнăранпа 100 çул тултарчĕ. Паянхи куна вăл хăйне аван туять, ăс-тăнпах пурăнать. Çакна вăл, хăйне 100 çул тултарнă ятпа саламлама пынисене тав сăмахĕ каланă чухне тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Çак чаплă юбилейпе ăна саламлама районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.Иванов, ветерансен районти совечĕн председателĕ Л.Кугушев, Вăрмар поселокĕнчи ĕç ветеранĕ В.Мадянов, Кавал ял тăрăхĕн специалисчĕ М.Табакова, ялти шкулта музыка предметне вĕрентекен, чи пултаруллă купăсçă В.Табаков тата ытти яваплă çынсем, тăванĕсем, кÿршĕсем пухăннă. Пурте ăшă салам сăмахĕсем каланă хыççăн, парнесем пачĕç. Петр Николаевичăн кун-çулне аса илсе чылайччен калаçрĕç. «Вăл мĕн пенсие тухичченех районти МТСра трактористра 38 çул вăй хунă. Çак хушăра лайăххи те, начарри те пайтах пулнă пулĕ. Анчах та вăл пĕр кун та прогул туса курман, ĕçе эрех ĕçсе ÿсĕрле кайса курман. Ку ĕç ман мар, мана кирлĕ мар тесе каламан. Çамрăксене ĕçе хăнăхтарассипе те нумай тăрăшнă», - терĕ Вячеслав Алексеевич Мадянов. Вĕсем иккĕшĕ пĕрле 8 çул кăна ĕçленĕ пулин те аса илмеллисем вара питех те нумай пулчĕç. Л.Кугушевпа та пĕрле ĕçленĕ иккен вĕсем. Леонид Андреевичăн та аса илмеллисем чылай пулчĕç. Аса илÿсем... аса илÿсем... хыçа юлнă пархатарлă кун-çул уттисем... Çак çулсем ăна мăшăрлă та, ача-пăчаллă та, мăнуклă та тунă. Мăшăрĕ, Анастасия Илларионовна, çав тери ĕçе юратакан тирпейлĕ çын пулнă. Шел пулин те, вăл Петр Николаевичăн 100 çулхи юбилейне кураймарĕ, 92 çула çитсен çĕре кĕнĕ. Вĕсем иккĕшĕ питĕ туслă пурăнса кун-кунланă, пĕр-пĕрне ăнланса шăкăл-шăкăл пурăннă. Пилĕк ача - Таисия, Роза, Зоя, Миша, Валя - çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсен хăйсен те ачисем ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ халĕ. Таисия, Роза, Зоя Петровнасен çемйисенче 5-шер ача, Валентина Петровнан çемйинче 2 ача, мăнукĕсем те нумай. Пурте вĕсем Петр Николаевич патне килсе çÿреççĕ, тăтăшах пулăшаççĕ. Кĕрÿшĕсем те хуньăшне хывнă тейĕн, кăмăллă та ĕçе юратакан çынсем. 100 çулхи юбилей тĕлне çĕнĕ хапха, мунча çĕнĕрен туса хунă вĕсем Петр Николаевич килĕнче.
«Иртнине аса илни - пурăнма пулăшать. Кун пек ырă тăвансемпе, ачасемпе татах та нумай пурăнас килет. Тавтапуç ачасене, мăнуксене, вĕсен ачисене мана çакăн пек хисеп тунишĕн. Паян ман кĕрекере ларнишĕн, манпа пĕрле савăннишĕн, кун иртрĕ тесе ан кулянăр. Пурин те 100 çула çитмелле пултăр», - терĕ Петр Николаевич хăйĕн юбилейне килнĕ хăнасене тав туса.