04 июля 2009 г.
Хальхи вăхăтра райпора 300 çын вăй хурать. Коллектив пурнăçлакан ĕç нумай енлĕ: суту-илÿ, общество апатланăвĕ, производство, хатĕрлев. Харпăр хăй ĕçне чун-чĕререн парăннă çынсем яваплăха туйса ĕçленĕрен предприяти аталану çулĕпе малалла ăнтăлать. Пысăк йыша Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, райпо канашĕн председателĕ К.Никитин ертсе пырать. Пасар экономикинчи конкуренци тата тĕнчери финанс ыйтăвĕсемпе çыхăннă лару-тăру пултаруллă коллектива çапса хуçмарĕ. Вĕсем çаврăнăçуллăрах, тăрăшуллăрах ĕçлеме пуçларĕç. Çавна май Республика кунне, Пĕтĕм тĕнчери потребкоопераци кунне те пысăк ÿсĕмсемпе кĕтсе илчĕç.
Хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех райпо канашĕн председателĕ К.Никитин паллаштарчĕ.
Потребкооперацин тĕп ĕçĕ - суту-илÿ. Çак ĕçре 100 яхăн çын тăрăшса вăй хурать. Кăçалхи 6 уйăхра ваккăн тавар сутасси 51 миллион та 300 пин тенкĕпе танлашнă. Ку унчченхи çулпа танлаштарсан ытларах. Ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕнче 80,7 процент апат-çимĕç продукчĕсем йышăнаççĕ. Ытларах çăкăр, çăкăрпа булка изделийĕсем, кăлпасси, кондитер изделийĕсем, строительство материалĕсем, сĕтел-пукан сутнă. 2009 çулта тавара кредит мелĕпе 608 пин тенкĕлĕх сутнă. Çакă та малтанхипе танлаштарсан пысăк кăтарту. Аякри ялсене таварсемпе тивĕçтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Чĕкету, Пăртас, Атнаш, Кĕçĕн Шăхаль, Çĕнĕ Шулхан, Чăрăшçырма ялĕсенче пурăнакансене эрнере пĕр хутчен кирлĕ таварсемпе тивĕçтереççĕ.
Райпон обществăлла апатлану предприятийĕ те кăçалхи çур çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Унăн тавар çаврăнăшĕ - 13 миллион та 190 пин тенкĕпе танлашнă. Вĕсенчен 7 миллион та 100 пин тенкĕлĕх хăйсен вăйĕпе продукци туса кăларнă. Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 67 çын вăй хурать. Юлашки вăхăтра çĕнелсе илемленнĕ, хăтлă столовăй-кафе кирек кама та илĕртет. Ятарлă пĕлÿ илнĕ маттур поварсемпе кондитерсем техĕмлĕ апат-çимĕçпе тата кукăль-çăмахпа сăйлаççĕ. Акă, сăмахран, «Юность» кафере Тамара Вениаминовна Викторова аслă поварпа Юлия Васильевна Никитина повар 30 çул ытла тăрăшса вăй хураççĕ (ÿкерчĕк çинче). Т.Викторова Çĕнĕ Мăнтăрта çуралнăскер, Чупайĕнчи вăтам шкула пĕтерсен тÿрех Шупашкарти кулинари училищине çул тытать. Алла диплом илсен вара пĕр тăхтаса тăмасăр тăван Вăрмар тăрăхне таврăнать, райпон обществăлла апатлану предприятийĕнче вăй хума тытăнать. Сăмах май, унăн хĕрĕ Олимпиада та амăш çулĕпех кайнă тесен те йăнăш пулмĕ. Вăл та çак каферех тăрăшса вăй хурать. Кивĕ Вăрмар хĕрĕ Ю.Никитина та мĕн пĕчĕкрен повар профессине кăмăлланă. Çавăнпа та вăл тăван ялти шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Шупашкарти кулинари училищине вĕренме кĕрет. Алла диплом илсен райпон обществăлла предприятийĕнче повар пулса тăрăшса вăй хума тытăнать. Пултаруллă та маттур хĕрарăмсем паянхи кун та клиентсене техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Районта пурăнакансем çемьери паллă лару-тăрăва тус-тăванпа шăпах «Юность» кафере паллă тăваççĕ. Кунта культурăллă канма, кăмăл туличчен савăнма та майсем çителĕклĕ.
Райпо аталанăвĕнче производство пысăк вырăн йышăнать, вăл тĕп шăнăрĕ пулса тăрать. «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Нива», «Надежда» тулли мар яваплă обществăсенех илер. Вĕсенче тавар туса кăларассин калăпăшĕ кăçалхи çур çулта 11 миллион та 655 пин тенкĕпе танлашнă.
Асăннă предприятисем çулсеренех тавар ассортиментне пуянлатассишĕн тăрăшаççĕ. Калăпăр, «Нива» тулли мар яваплă общество тĕрлĕ çырласенчен пылак чей хатĕрлеме тытăннă. Ку район халăхне Республика кунне хăйне евĕр парне пулчĕ темелле.
«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçласа ял лавккисем суту-илÿсĕр пуçне хатĕрлев ĕçĕсемпе те активлă ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра ку енĕпе -25 лавкка тăрăшать.
Райпо суту-илÿ тытăмĕнчи çуртсене çĕнетессипе, хăтлăх кÿрессипе тата пурлăх никĕсне çирĕплетессипе те тăрăшса ĕçлет. Республика кунне хатĕрленсе вĕсем лавккасенче юсав ĕçĕсем чылай туса ирттерчĕç. Ку енĕпе пурĕ 5 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Сăмахран, поселокри «Юность» кафене, «Минутка», «Меркурий» буфетсене, «Лидер», «Колос», «Все для дома» лавккасене, райпон обществăлла апатлану предприятине, хатĕрлев кантурне, райпон администраци çуртне шал енчен сăн кĕртнĕ. Унсăр пуçне ялти лавккасене те тимлĕх уйăраççĕ. Чулкасри, Кавалти, Энĕшпуçĕнчи райпо лавккисене юсанă. Чулкасри лавккана вара реконструкциленĕ. Çитес вăхăтра кунта тавара ирĕклĕ майпа туянма пулĕ. Райпо тытăмĕнче вăй хуракансем халăха кирлĕ тавар туянма меллĕ майсем туса параççĕ. Сентресенче тавар ассортименчĕ пуянни тата туянакана хăйне суйлама ирĕк пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чи кирли - лавккасенче пахалăха тивĕçтерекен тавар сутни.
Райпо ÿсĕмĕ - ăста кадрсенче. Райпон Мăнçырмари «Новинка» (заведующийĕ Е.Павлова), Чулкасри (П.Илларионова), Энĕшпуçĕнчи (А.Алексеева), Кивĕ Вăрмарти (Т.Григорьева), Аслă Чакри (Л.Петрова), Пысăк Енккассинчи(О.Демидова), Ыхраçырмари (И.Иванова), Хуруйĕнчи (А.Васильева), Çитмĕшри (Н. Димитриева), поселокри ветеринари аптекинчи (Н. Петрова), «Вăрмар» (А.Макарова), «Заря» (В.Степанова), «Лидер» (Л.Кузьмина) тата ыттисем те хăйсен ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ.
Предприятин ÿсĕмĕ унăн ертÿçисенчен нумай килет. Райпо канашĕн председателĕ К.Никитин кашнин кăмăл-туйăмне пĕлсе тăрать: кама хавхалантарать, теприне пулăшма тăрăшать. Пысăк ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакан коллектив паян ыранхи çинчен шухăшлать, малашлăха çирĕп çул-йĕр хывать.