АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урапа та пĕр тикĕс кусмасть

01 июля 2009 г.

1924 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче Тикаш ялĕнче кун çути курнă Раиса Алексеевна Григорьева. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ тертлĕ вăхăта лекнĕ тесе çырни ним каланиех те пулмĕччĕ. Вăл çулсенче пурăннисем хăйсемех ас тăваççĕ, çамрăк ăрăва вара ăна кĕскен ăнлантараймăн.

Темле пулсан та малаллах ăнтăлнă, вĕренме тăрăшнă Рая.

Шкул пĕтерсен колхоз ĕçĕнче тăрăшнă, вăрçă тухсан хĕре ял Советне ĕçлеме чĕнеççĕ. Шут ĕçне те çакăнтах хăнăхнă вăл. Çавăнпах пулĕ каярах Канашри финанс техникумне вĕренме кĕнĕ. Алла специальноç илсен Вăрмарти райĕçтăвкомра нумай çулсем хушши тăрăшнă. Пенсие тухсан та юратнă ĕçне пăрахман, 13 çул хушши - 68 çула çитиччен - госстрах системинче вăй хунă.

Пĕрремĕш мăшăрĕпе, Тикаш çыннипе, Алексей Демьянов фронтовикпе, пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Вăл Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ. Халĕ Зоя Алексеевна пенсире пулсан та Шупашкарти пĕр больницăра терапевт-гастроэнтеролог пулса ĕçлет. Ывăлĕ, Антон, амăшĕ вĕреннĕ университетрах электротехника факультетĕнче ăс пухать.

1957 çулта Раиса Алексеевна Василий Григорьевпа çемье çавăрать. 47 çул шăкăл-шăкăл калаçса кун кунлаççĕ. Анчах 2004 çулта вăрçă участникĕ, отставкăри майор В.Григорьев ĕмĕрлĕхе куçне хупать. Икĕ хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Нина Васильевна та, Надежда Васильевна та Шупашкарти медицина училищине пĕтернĕ, хăйсем суйласа илнĕ специальноçпах тăрăшаççĕ. Çакна та каласа хăвармалла - Раиса Алексеевна качча тухнă чухне Василий Григорьевичăн пĕрремĕш арăмĕнчен икĕ пĕчĕк арçын ача юлнă пулнă. Вĕсене те ура çине тăратнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Унтанпа Александрпа Юрий çитĕнсе çемьеллĕ пулса тăнă. Юрий ВЛКСМăн XVII-мĕш съезчĕн делегачĕ те пулнă. Шел пулин те, йывăр чире пула вăл вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

Раиса Алексеевнан тĕрлĕ наградăсем - медальсемпе Хисеп грамотисем - нумай. Анчах чăн-чăн пуянлăх уншăн ачисемпе вĕсен 10 мăнукĕпе 3 кĕçĕн мăнукĕ. Çак кунсенче пурте вĕсем ăна 85 çул тултарнă ятпа саламлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика