01 июля 2009 г.
Ÿссен эпĕ ача тухтăрĕ пуласшăн. Ку манăн чи пысăк ĕмĕт. Пĕрре те ахальтен çуралман вăл. Чирлесе курман çын çĕр çинче çук та пулĕ. Температура ÿссе каясси, ÿслĕк ересси кашнинпех пулма пултарать. Асапланатпăр вара çак вăхăтра. Сивĕ шыв ĕçнĕшĕн, пуçа тăхăнмасăр çÿренĕшĕн ÿкĕнетпĕр. Анчах та темшĕн ку вăхăтлăха çеç çав, сывалсанах ун çинчен манса каятпăр. Манăн вара тухтăр пулас килет те ачасене хăйсен сывлăхне упрама асăрхаттарас килет. Çак ĕмĕт пурнăçлантăр тесен шкулта тăрăшса вĕренмелле, аттепе аннене те, учительсене те тимлĕн итлемелле.
Манăн ÿссессĕн ача тухтăрĕ пулас килет, мĕншĕн тесен эпĕ ачасене питĕ юрататăп, уйрăмах пĕчĕкскерсене. Ачасене сыватни мĕнле лайăх ĕç вăл. Ачасем уйрăмах хĕллепе çуркунне чирлеççĕ. Хĕлле шăнса пăсăлаççĕ, ÿсĕрме тытăнаççĕ. Епле паха-çке ачасене сыватас ĕç. Вĕсене тĕрлĕрен эмелпе сиплĕп. Хĕлле юр ан çиччĕр тесе асăрхаттарăп, çулла хĕвел çинче нумай вăхăт çÿремелле марри пирки ăнлантарăп...