27 июня 2009 г.
Вăрмара каç сĕмĕ хуплама пуçласан уявăн культура программи çĕнĕ шая çĕкленчĕ. Районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕсем пĕрин хыççăн тепри Тĕп лапамри сцена çинчен пухăннă халăха хăйсен ташши-юррисене парнелерĕç. Вăрмарсем кĕтнĕ «Балаган лимитед» эстрада ушкăнĕ вара пуриншĕн те уявăн чăн-чăн пысăк парни пулчĕ.
Пĕтĕм лапам пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пысăк ташă площадки пулса тăчĕ. Раççей «çăлтăрĕсем» уяв ячĕпе саламласа Вăрмара темиçе хут та хула «туса хучĕç». Çак йăнăша тÿрлетме никамах та васкамарĕ, пачах урăхла - хăнасем поселока хула тесе йышăнни хăех хăтлăхпа тирпей-илем кĕртес енĕпе туса ирттернĕ пысăк ĕçсем çинчен калани. Малалла çын аллипе тунă илеме упраса, ÿстерсех пырасчĕ.
23 сехет. Вăрмар тÿпине асамлă фейерверк хуплать. Тĕрлĕ тĕслĕ пиншер «çăлтăр» уçлăхра саланать. Хăвна асамлăх тĕнчине лекнĕ пекех туятăн. Кашни çыннăнах хăйĕн çăлтăрĕ пур теççĕ. Уява хатĕрлекенсем вара ун çумне кашни Вăрмар çыннине, хăнине салют çăлтăрĕсен ытамне парнелерĕç.