27 июня 2009 г.
Республика кунĕ спорт мероприятийĕсемпе пуян пулчĕ. Чи пултаруллă спортсменсем Ара юхан шывĕ хĕрринче тупăшрĕç. 14 команда хутшăнчĕ унта. Спортсменсем Санкт Петербург, Самара, Ярославль, Екатеринбург, Новосибирск, Чулхула, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата ытти хуласемпе облаçсенчен, Патăрьел, Вăрмар районĕсенчен хутшăнчĕç. Хăйсен ушкăнĕсенче С.Сергеев, В.Васильев, Р.Боредский, Г.Романов, И.Тимофеев призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Ку ăмăрту маунтинбайк енĕпе Раççей кубокĕн 7-мĕш, республика Кубокĕн 2-мĕш тапхăрти ăмăртăвĕсем, район чемпионачĕ тата мала тухассишĕн ирттерекен тупăшу пулчĕ.
Волейбол енĕпе малти вырăнсене хăнасем - Шупашкарсем çĕнсе илчĕç. Пирĕн район команди виççĕмĕш вырăнта.
Алă вăйне виçессипе чи пултарулли Н.Артамонов (Чĕкету) пулчĕ. Спортăн çак енĕпе хĕрарăмсем те активлă пулчĕç. Кивĕ Вăрмарти Н.Эверскова пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
Çăмăл атлетсем Ямпай çулĕ çинче тупăшрĕç. Хăйсен ушкăнĕсенче малти вырăнсене С.Антонов, А.Васильева, К.Линга, А.Никонов, В.Павлова, К.Краснова, Л.Чумакова çĕнсе илчĕç, Н.Михайловпа К.Иванов лайăх результатсем кăтартрĕç.
Мини-футбол енĕпе Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ команда çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Вăрмарти иккĕмĕш номерлĕ тата Чупай ялĕн командисем йышăнчĕç.
Республика чемпионатне хутшăнса поселокри стадионта Куславккари «Витязь» тата пирĕн район командисем тĕл пулчĕç. Вăйă 1:1 шутпа вĕçленчĕ.
Чи интересли вара - кĕрешÿ. 75 килограмм таякансем хушшинче чи пысăк парнене - такана тата хаклă парнене Вăрмар поселокĕнчи А.Иванов çĕнсе илчĕ.
75 килограмм ытларах таякансем хушшинче кĕрешÿ уйрăмах çивĕч иртрĕ. Мăнçырмари С.Павловпа Патăрьел районĕнчи М.Налиба чемпион ятне илессишĕн нумай кĕрешрĕç. Судьясем С.Павлов çĕнтерни çинчен пĕлтерчĕç. Çапла вара С.Павлов - пĕрремĕш, М.Налиба - иккĕмĕш, А.Иванов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Спортăн ытти енĕпе те ăмăртусем активлă иртрĕç, çĕнтерÿçĕсене парнесем парса хавхалантарчĕç.
Ăмăрту вăхăтĕнче Кавалта çуралса ÿснĕ Алексей Иванович Туртушова (Николаева) республикăри «Кĕрешÿ» тулли мар обществăн Президенчĕн «Кĕрешÿ ăсти» ятне пани çинчен свидетельство пачĕç.