27 июня 2009 г.
Çак кун чи пысăк пулăмсенчен пĕри Вăрмар поселокĕнче «Илем» физкультурăпа спорт комплексне уçни пулчĕ. Малтанах пухăннисене ЧР Президенчĕ Н.Федоров саламларĕ, çак комплекса тахçантанпах кĕтнĕ терĕ. Тĕрессипе, кам ан ĕмĕтлентер-ха тĕнче шайĕнчи, нумай заллă, икĕ бассейнлă кермен пирки;
Раççей культура министрĕ А.Авдеев район центрĕнче çакнашкал комплекс çĕкленни унта пурăнакансемшĕн пысăк телей пулнине асăнчĕ. «Культурăпа спорт - тус-юлташ. Çак пахалăхсем çÿллĕ шайра пулни республика ертÿçисем хăйсен çыннисемшĕн тăрăшнине лайăх çирĕплетеççĕ», - терĕ. РФ Патшалăх Думин ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ К.Косачев шухăшĕпе Н.Федоров ертсе пыракан команда тăвакан ĕçсем пархатарлă, вĕсем пурте çыншăн чăн-чăнах кирлĕ.
Комплекса уçнă самантра пухăннисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин федераци тата регионсен политикин комитечĕн председателĕ В.Усачев саламларĕ, савăнăçлă мероприятие Патшалăх Думин депутачĕсем Н.Бударин, П.Семенов, Раççей Геройĕ Е.Борисов хутшăнчĕç.
Çынсемпе калаçнă вăхăтра тĕрлĕ спорт секцийĕсене çÿрекен çамрăксенчен хăшĕ-пĕрисем вĕсене пăрахсах ишев секцине çырăнма шутланине илтме тÿр килчĕ. Суйласа илнĕ спорт енĕсене пăрахмах кирлĕ мар пулĕ, анчах та шывра ишме пĕлни пурне те кирлĕ. Хăшĕ-пĕрисем вăхăта сая ямаççĕ те, çак кунах авă шывра та шăмпăлтатма пуçларĕç. Вĕсене хавхалантарма Нептунĕ те çитнĕ. Пысăк бассейнра вара ишевçĕсем ăмăртрĕç.