АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Энĕшпуçĕнче - Çемье врачĕн офисĕ, пушар деповĕ, авторалли

27 июня 2009 г.

Энĕшпуçĕнче - Çемье врачĕн офисĕ, пушар деповĕ, авторалли

Вăрмарта уяв хĕрсе пынă вăхăтра Энĕшпуç ял тăрăхне те республикăри тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен пуçлăхĕсемпе çумĕсем килсе çитрĕç. Сăлтавĕ республика кунне уявланă май Энĕшпуçĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне тата пушар деповĕне уçни.

Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ И.Лисенкова, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, район больницин тĕп врачĕ Н.Васильева, хĕрлĕ хăю касса уçрĕç. Унтан И.Лисенкова Энĕшпуç халăхне саламласа сăмах каларĕ. - 2002 çултан пуçласа ятарлă медицина центрĕсем уçас, ялти медицина системине çĕнетес енĕпе тунă ĕçсем Чăваш Ен сывлăх сыхлавне курăмлă кăтартусем кÿчĕç. Çынсене кÿрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ, врачсен пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ. Малашне ял тăрăхне кĕрекен тăватă ялти 1800 çыннăн та аякка çÿремесĕрех вырăнта сипленме май пур, - терĕ Ирина Юрьевна. Сăмахне çирĕплетсе ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ И.Лисенкова çемье врачĕн офисĕ уçăлнă ятпа пысăк парне - 500 пин тенкĕлĕх сертификата офисăн врач-терапевтне И.Громована пачĕ.

Çак кунах Энĕшпуç ялĕнче авалхи ырă йăлапа «нимелле» çĕкленĕ пушар хуралĕн çуртне уçрĕç. Ăна уçма республикăри гражданла оборона чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петьков, «Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществи» обществăлла организацийĕн председателĕ С.Сергеева килнĕ. Сумлă хăнасем пушă алăпа килмен: «ЗИЛ-130» пушар машини, шыв уçлакан насус, пушар ĕçченĕн тумĕсене парнелерĕç.

Автомобиль спортне юратакансем валли хăйне евĕрлĕ парне те хатĕрленĕ Энĕшпуçсем. «Шоркистринский» производство кооперативĕн пуçарăвĕпе Энĕшпуç ялĕ çывăхĕнче тĕрлĕ приводлă автомашинăсемпе чупса мала тухас енĕпе ралли-кросс иртрĕ. Старта 20 экипаж ытла тухрĕ. Вĕсем виçĕ номинацире тупăшрĕç. Ăмăртăва хутшăнакансем те, вĕсене хавхалантарса курса тăракансем те районта иккĕмĕш хут иртекен автораллипе кăмăллă юлчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика