27 июня 2009 г.
Уява чаплă лару-тăрура уçма килнĕ хăнасене тĕп сцена çинчен çепĕç юрă шăрантарса Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ тата Шупашкарти агрегат завочĕн культура керменĕ çумĕнчи «Золотые родники» ансамбль кĕтсе илчĕç. Н.Федоров Президент çак кун район халăхĕшĕн пысăк уяв çеç мар пулнине палăртрĕ. «Историпе тавра пĕлÿ музейĕ тата физкультурăпа спорт комплексĕ ĕçлеме пуçларĕç. Енчен те вĕсем пушă тăрсан, унта халăх хĕвĕшмесен намăс пулĕ», - терĕ. Çавăн пекех Президент районпа кăмăллă пулнине, кунта пурăнакансем хăтлăхпа тирпей-илем кĕртессипе, искусствăпа культурăна аталантарассипе малашне те тимлесе ĕçлессе шаннине каларĕ.
РФ Культура министрне А.Авдеева наци культури пуянни, ăс-хакăл вăйĕ тĕлĕнтерчĕ. К.Косачев Чăваш Ен аталанăвне (çав шутра, паллах, Вăрмарсен те) çынсем хăйсен вăйне шаннипе çыхăнтарчĕ. В.Усачев Чăваш Республикине пĕрремĕш хут килнĕ. Уява хатĕрленни, район, республика сăн-сăпатне лайăх еннелле улăштарма мĕнле пулăшни уншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та тăван Ростов облаçне çитсен çакăн пек мероприятисем ирттересси çинчен ыйту çĕклес пирки каларĕ.
Республика кунĕнче ĕçре палăрнă çынсене наградăсем парса чысласси йăлана кĕнĕ. Кăçал та ăна пăсмарĕç. Чăваш Республикин гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петьков Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхне Ю.Иванова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне пачĕ. Унăн аллинченех «Шигали» ЯХПК механизаторĕ Г.Николаев, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин водителĕ Н.Якимов «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» знаксем илчĕç. Çавăн пекех ЧР Президенчĕн Тав сăмахĕн çырăвĕсене РФ тата ЧР ял хуçалăх министерствисен Хисеп грамотисене вĕсене тивĕçнисене пачĕ.
Вăрмарти автотранспорт предприятийĕн паркĕ вара харăсах пассажирсем турттармалли 5 автобуспа пуянланчĕ, вăл Республика кунĕнчи ЧР Президенчĕн ятарлă парни пулчĕ.