27 июня 2009 г.
Свердлов урамĕ, 1 çурт. Çак адреспа вырнаçнă халĕ Вăрмарти историпе тавра пĕлÿ халăх музейĕ. Шăпах унăн умĕнче чарăнчĕç те уяв хăнисем. Хĕрлĕ хăйăва касас умĕн ЧР Президенчĕ Н.Федоров пурне те Республика кунĕпе саламларĕ. «Аякран килнĕ хăнасене Чăваш Енпе паллаштарасси ял тăрăхĕнчен пуçланни пĕлтерĕшлĕ, - терĕ вăл. Çакăнта ĕмĕртен пыракан авалхи йăла-йĕркесем упранса юлнă. Паян музей уçни те питĕ паллă пулăм. Раççейрех тĕрлĕ регионсем тĕрлĕрен аталанаççĕ, çĕр айĕнчи пурлăх пуррисене аталанма çăмăлрах апла пулин те эпир кашни çулах республикăра çĕнĕ культура объекчĕсем уçма вăй çитеретпĕр. Паян та акă Вăрмарта музей уçатпăр. Пысăках мар вăл, анчах та чăваш культурине упраса хăварас ĕçре пысăк вырăн йышăнать. Музей пире несĕлсемпе çыхăнтарать, малашлăха çирĕпрех пăхма хистет».
Раççей Культура министрĕ А.Авдеев та музей пĕлтерĕшне палăртрĕ. «Пĕтĕм этемлĕхĕн чун-сипет пуянлăхĕпе пĕрлех наци культурисене аталантарса пырсан кăна эпир аслă наци пулăпăр. Чăваш Ен культурисĕр Аслă Раççейĕн культури те пулмĕ. Пĕчĕк куравсем, архивсем, музейсем Раççей культурине упраса хăварма пулăшаççĕ те», - пулчĕç унăн сăмахĕсем.
К.Косачев Республика кунне районсенче ирттерни, ăна халăхăн тĕрлĕ йăли-йĕркисемпе пуянлатма май панине каларĕ.
Музей умĕнчи хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пĕрремĕш экскурсие хăнасем валли ЧР патшалăх истори архивĕн, Чăваш наци музейĕн ĕçченĕсем Ф.Козлов, Н.Сильверстрова, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн директорĕ Г.Козлова ирттерчĕç. Тăватă зал кунта халĕ. Вĕсенче Вăрмар станцийĕн кун-çулĕпе, сĕтел-пукан фабрикин, район историйĕпе паллашма пулчĕ. Чăвашсен эрешленĕ ĕлĕкхи тумĕ, Р.Федоров ÿнерçĕн картинисем, Л.Николаевăн йывăç скульптурисем те кунтах вырăн тупнă.