27 июня 2009 г.
Илемĕпе пуян, çимĕçĕсемпе савăнтарма тытăнакан уйăхăн - июнĕн - вĕçне çитрĕмĕр. Вăрмар поселокĕнчи пасарта çуллахи çимĕçсем - хăяр, редис сутлăхра чылай халĕ. Кунта çĕр ĕçне чăннипех юратакан, ĕçлеме ÿркенмен çынсем хăйсен продукчĕсене сутаççĕ. Пасарĕпе илсен, сутлăхра тем те пур. Хăяр çинче кăштах чарăнса тăрас пулсан, ăна чи малтан кÿршĕллĕ Куславкка районĕнчи Куснарсем илсе килсе сутаççĕ тесен пĕрре те йăнăшмастăп. Вĕсен çимĕçĕсем тахçантанпах таврара ырă ятпа сарăлнă. Мĕнре-ши Куснарсен хăяр туса илес вăрттăнлăхĕ; Çак ыйтăва патăм чылайранпа хăяр çитĕнтерсе сутакана. Малтанах вăл: «Ку пирĕн вăрттăнлăх», - тесе кулса ячĕ.
- Ялĕпех пахча çимĕç туса илессипе ĕçлетпĕр. Юр ирĕлме тытăнсанах канăç пĕтет. Ĕçĕ питĕ нумай, таварĕ вара нумаях упранасшăн мар, часах сутлăх сăнне çухатать. Çавăнпа та çаврăнăçулăх, ĕçлеме ÿркенменни, паянхи ĕçе ырана хăварма юраманни чи пĕлтерĕшли пирĕн ĕçре, - терĕ калаçăва малалла тăсса.
Чăнахах та çапла. Çĕр участокĕ пур çын, Куснарсенчен каярах пулин те, çак çимĕçе çитĕнтерет. Çапах та Куснарсен вăрттăнлăхĕ пурах пуль çав. Апла-и, капла-и, хăярĕ ăнса пултăр, çемье бюджечĕ хутшăнтăр, хресчен хывнă вăй-хал харама ан кайтăр.