27 июня 2009 г.
«Çамрăк ĕмĕр иккĕ килмест», - теççĕ халăхра. Ăна лайăх, усăллă пурăнса ирттермелле. Паянхи çамрăксем халăхăн ăслă сăмахне шута илсе пурăнаççĕ, обществăпа политика пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. Çамрăк ăру малалла пăхать, тĕллеве пурнăçлассишĕн çине тăрать. Июнь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе Çамрăксен кунне уявлаççĕ. Лăп та шăп çак кун умĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи çар ĕç комиссариатĕнчен - Г.Александров, Н.Иванов, М.Константинов, С.Петров, Э.Егоров çамрăксем Тăван çĕршыва сыхлама тухса кайрĕç.
- Çамрăксем - хастар вăй, вĕсем аслă ăрусен чи лайăх, ырă енĕсене малалла тăсаççĕ. Эсир пирĕн шанчăк. Службăра йĕркеллĕ пулăр, чăваш ятне çÿлте тытăр, - терĕ Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссарĕ Ф.Гладков çамрăксене вăрăм çула тухас умĕн телей сунса. Çавăн пекех вăл пулас салтаксене çул çинче, вырăна çитсен хăйсене еплерех тытмалли пирки тата ытти çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ.
- Пултăр хаваслă телейлĕ çул,
Такăнмасăр утăр малалла, - терĕç пулас салтаксене ăсатма килнисем те.