АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Такăр çулпа çÿреме лайăх

24 июня 2009 г.

Чăваш Республикин районсен, хуласен тата хула, ял тăрăхĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн хăвăртлăхне тивĕçтерес тата халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе ЧР Президенчĕ Н.Федоров «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указ кăларнă. Унта Чăваш Республикин халăх пурăнакан пур вырăнсене те çыхăнтаракан автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине 2008 çулта вĕçлесси республикăн чи малтан пурнăçламалли задачи тесе палăртнă.

Асăннă Указпа килĕшÿллĕн пирĕн районта икĕ çул хушшинче пур ялсене те хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарнă. Пирĕн районта çул-йĕр сарма 2007-2008 çулсенче республика бюджетĕнчен 223,5 млн. тенкĕ инвестици уйăрнă. Пурĕ 23 километр та 407 метр асфальтлă çул сарнă.

Автомобиль çулĕсем тумалли программăна вĕçлени ялсенче пурăнакансене сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ, культурăпа йăла учрежденийĕсем паракан пулăшупа усă курассине лайăхлатма май панă, шкул ачисене никĕс шкулсене хăрушсăрлăх правилисем ыйтнă пек турттармалли майсемпе тивĕçтернĕ, пассажирсем турттаракан автотранспортăн çĕнĕ маршручĕсене уçма, ял хуçалăх продукцине турттарма условисем туса панă.

Çакă пирĕн района Канаш, Тăвай, Çĕрпÿ районĕсемпе çыхăнтарма пулăшрĕ. Энĕшпуçĕнче, Хуруйĕнче, Атайкассинче пурăнакансем халĕ Тăвайне е Канаша каяс пулсан Вăрмара килмесĕрех тÿрĕ çулпа тухма пултараççĕ, çул çÿрев тăршшĕ - 20 километр, Урнарпа Саруйĕнче, Пысăк Енккассинче тĕпленнисемшĕн Канаша çитмелли çул 40 километр кĕскелчĕ. Иртнĕ çул кăна районта 13,78 километр тăршшĕ çул хывнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика