АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн çулĕпе кайнă

20 июня 2009 г.

Амăшĕн çулĕпе кайнă

Профессиллĕ уяв умĕн Мăнçырмара пурăнакан, Арапуçĕнче 1948 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче çуралнă Алевтина Ивановна Петрова (хĕр чухнехи хушамачĕ) çинчен каласа парас килет.

Вăл 8 ачаллă çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Çăмăл пулман ĕнтĕ ашшĕ-амăшне çавăн чухлĕ ачана ура çине тăратма. Аля Арапуçĕнчи шкулта 8 класс вĕренсе пĕтерсен Канашри медицина училищине экзаменсене ăнăçлă тытса кĕрсе 1963-1966 çулсенче унта ăс пухать. Училищĕне лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерсен яла таврăнса Арапуçĕнчи участок больницинче терапи сестри пулса ĕçлеме пуçлать. 1967 çулта Аля Мăнçырма каччине Виталий Петрович Данилова качча тухать, ĕçлессе Арапуç больницинчех ĕçлет. Астăватăп-ха, кĕркунне-çуркунне Мăнçырмаран больницăна пылчăк çăрса васкатчĕ Аля. 1980 çулта Алевтина Ивановнана Вăрмарти ача-пăча больницине куçараççĕ, унта вăл мĕн пенсие тухичченех, тухсан та тепĕр виçĕ çул, тăрăшать. Хăйĕн ĕçне чунтан парăнса ĕçленĕ Аля, ачасене врач кăтартнă эмелсемпе укол тунă, вĕсене ура çине тăратма, сыватма тăрăшнă. Çавăнпа та А.Данилована ачасен ашшĕ-амăшĕсем тав сăмахĕсем каланă. Нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн больница администрацийĕн Хисеп грамотисене темиçе хутчен те илме тивĕç пулнă. Ăна район администрацийĕ те Хисеп грамоти парса чысланă. 1991 çулта Алевтина Ивановнана «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята панă. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин приказĕпе 1997 çултан вăл I-мĕш категориллĕ, 2000 çултан аслă категориллĕ медицина работникĕ. А.Данилован пĕтĕм ĕç стажĕ 40 çул шутланать. Мăшăрĕпе, Виталийпе, виçĕ хĕр пăхса ÿстерчĕç, анчах та Виталий Петрович 54-рах çĕре кĕчĕ.

Икĕ хĕрĕ амăшĕн çулĕпе кайрĕç. Асли, Люда, Шупашкарти Чăваш патшалăх университетне 1986-1992 çулсенче, 1993 çулта интернатура вĕренсе пĕтерсе Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнче хăлха начар илтекен ачасен больницинче икĕ çул вăй хурать. Унтан вăл хамăр районти Арапуç больницинче участокри ача-пăча врачĕ пулса тăрăшать. 2008 çултанпа Людмила Витальевна район больницин педиатрĕ. Ача-пăча чирлесен пурте Людмила патне васкаççĕ, вăл вĕсене пăхать, тĕрĕслет, ача хăйне йывăр туйсан больницăна вырттарать, çăмăлрах пулсан ашшĕне е амăшне мĕнле эмелсем памалли çинчен рецепт çырса парать, хăйĕн çепĕç сăмахĕсемпе лăплантарать. 1990 çулта Людмила Витальевна Сĕнтĕрвăрри каччипе Родион Витальевич Чупраковпа çемье çавăрать, вĕсем ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтереççĕ. Ывăлĕ, Руслан, ашшĕ çулĕпе кайрĕ тесен те йăнăш пулмасть, Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтерет. Р.Чупраков «Вăрмарти электричество сечĕсем» МУПра лаборатори начальникĕ пулса вăй хурать. Вĕсен хĕрĕ, Наташа, 6-мĕш класра вĕренет, халех амăшĕн çулĕпе кайма ĕмĕтленет. Акă А.Данилован кĕçĕн хĕрĕ Наташа патне те çитрĕмĕр. Вăл ялти шкула пĕтерсен 1993 çулта Канашри медицина училищине вĕренме кĕрет те 1996 çулта фельдшер уйрăмĕнчен вĕренсе тухать, Шăхальти фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хума пуçлать. Çав çулах Мăнçырмари фельдшер пунктне куçать, паянхи кунчченех акушер пулса тăрăшать. Вăл ача амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене учета илет, çăмăллансан ачан тата амăшĕн сывлăхне çулталăк хушши килне кайса тĕрĕслет, вĕсемпе тачă çыхăну тытать. Наталия Витальевна ĕçлеме пуçланăранпа çулталăка çитмен пĕр ача та вилни пулман (куç ан ÿктĕрех). Н.Макарова пĕрремĕш категориллĕ акушерка. Мăшăрĕпе, Юрий Николаевичпа, хĕрпе ывăл пăхса ÿстереççĕ.

Алевтина Ивановнан вăталăх хĕрĕ Светлана Витальевна Мăнçырмари вăтам шкулта математика предметне вĕрентет, мăшăрĕпе ывăлпа хĕр пăхса ÿстереççĕ. Вăл пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика