20 июня 2009 г.
Медицина ĕçченĕсем - çын сывлăхĕшĕн тăрăшакансем, чирлĕ çыншăн шанчăк çуратакансем. Вĕсене пурнăçпа савăнма май туса паракансем.
Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче çĕнĕ технологисемпе сыватас ĕçре хальхи саманари меслетсемпе усă курса сывлăх сыхлавĕн эффективлăхне ÿстерсе пырассишĕн çине тăракансем те медицина работникĕсемех.
Чăваш Республикине - сывлăх сыхлавĕн «Регионсем сывлăхшăн» пĕтĕм тĕнчери организацийĕн Европăри сетьне кĕртнĕ. Ку Чăваш Ен тĕнче шайĕнче пысăк çитĕнÿсем тунипе çыхăннă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсем пурнăçа анлăн кĕрсе пыраççĕ. Çавна май пирĕн районти тĕп больница та ĕçре палăрмаллах çитĕнÿсем туса пырать. Наци проектне тĕллевлĕ пурнăçа кĕртсе пырассипе 2006 çултанпах ĕçлесе пыратпăр. Акă 2006 çулта наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районти тĕп больница валли электрокардиографи - 4, лаборатори оборудовани комплекчĕ, васкавлă пулăшу уйрăмĕ валли санитари автотранспорчĕ - 2, ультразвук диагностикин аппарачĕ, «Электрон» флюорограф илсе килнĕ пулнă. Çав çултанпа паянхи кунчченех больница çĕнĕ оборудованипе пуянлансах пырать. 2007 çулта маммограф (хĕр арăмсен кăкăрĕсене тĕрĕслемелли) (ÿкерчĕк çинче), рентген установкипе рентген пленкисене çутатса памалли машина, лаборатори оборудованин комплекчĕ, васкавлă пулăшу уйрăмĕ валли тепĕр 2 автомобиль. Пĕтĕмпе 5876756 тенкĕлĕх туяннă. Инфекциллĕ чир-чĕр ан сарăлтăр тесе ваттине те, вĕттине те хушма иммунизаци ирттереççĕ, вакцинаци тăваççĕ. 2008 çулта «В» гепатитран тума пуçланă вакцинацие 2009 çулта вĕçленĕ, ку ĕç кăçал татах малалла пырать. кăçал çак прививкăна 1400 çынна тума палăртнă. 2009 çулта тепĕр 304 çынна хĕрлĕ шатраран прививка тумалла. Виçĕ уйăхри ачасене полиомелитран хушма вакцинаци тумалла. Тин çуралнă ачасене галактоземи, муковисцидоз тата ытти чирсенчен сыхланса тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Тĕрлĕ ушкăнри çынсене ВИЧ инфекциллĕ чиртен тата «С» вируслă гепатитран тĕрĕсленĕ. Халăх сывлăхне тĕрĕслесе вĕсене сыватас тĕллевпе диспансеризаци ирттеретпĕр. Кăçал 474 çынна тĕрĕслемелле, январь - май уйăхĕсенче 93 çын хăйсене тĕрĕслеттернĕ. Ку ĕçсем «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Вырăнти бюджетран 2007 çулта 5,1 миллион тенкĕ, 2008 - 4,8 миллион, кăçалхи 5 уйăхра 1,54 миллион тенкĕ укçапа тивĕçтернĕ. Ĕçлени - куç умĕнче. Пĕчĕк ачасен вилеслĕхĕ те самаях чакнă. Ытти чир-чĕртен сыватассипе улшăнусем те лайăх еннелле кăна.
Районти тĕп больницăра пĕтĕмĕшле практика врачĕн 4 офисĕ ĕçлет, кĕçех, Республика кунĕ тĕлне, тепĕр офис - Энĕшпуç ял тăрăхĕнче уçăлмалла.
«Сывлăх» наци проекчĕ вăя кĕрсе пынине пулах медицина ĕçченĕсене хушса тÿлеççĕ. Врачсен квалификацине ÿстерессипе те тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. 2008 çулта икĕ врач-терапевт, участокри пĕр ача-пăча врачĕ (педиатр), икĕ пĕтĕмĕшле практика врачĕ, виçĕ медицина сестри, çичĕ фельдшерпа акушер пункчĕн медицина сестрисем, васкавлă пулăшу центрĕн 5 медицина работникĕсем вĕренсе пĕлĕвĕсене ÿстерчĕç. Кăçал ку таранччен çак вĕрентÿн пĕрремĕш тапхăрĕ ăнăçлă иртрĕ темелле. Çапла вара çакă медицина работникĕсене ĕç укçине ÿстерме май туса парать. Çак ырă улшăнусем пурте халăх сывлăхне сыхлама пулăшаççĕ.