20 июня 2009 г.
Альбомсене хускатнă май куçа 33 çул каялла ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕк лекрĕ: 1975-1976 вĕренÿ çулĕн вĕçĕ. 10-мĕш класран вĕренсе тухнă чухне ÿкерттернĕ ăна.
Пĕрремĕшсем... Класс ертÿçи пулма уйăрса панă манăн пĕрремĕш класс...
5-8 классенче вĕреннĕ чухне 3 класс пулнă вĕсем: А, Б, В. Аслă классене çитсен вара «В» класа пайласа ярса икĕ класс çеç хăварнăччĕ. 8 класс пĕтерни çинчен свидетельство (ун чухне çавăн ятлăччĕ) илсен нумайăшĕ вĕренме тухса кайнăччĕ, çапла вара вăтам шкула 66 ача пĕтерсе алла аттестат илнĕччĕ. Пурте вĕсем хăйсене килĕшнĕ профессие суйласа илсе пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултарнă. Анчах та тăван тăрăхра юлнисем ытла та сахал. Çĕнĕ Вĕренер (7 ача), Çĕнĕ Шулхан (1 ача), Мăнçырма хĕрĕсемпе каччисем (10 «А» класра пурĕ 34 ачаччĕ), 10 «Б» класра - 32 ача (Çĕнĕ Шулхантан 2 ача, Эçпеперен - 9, Кивĕ Шулхантан - 7, Мăнçырмаран - 14) ытла та туслă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнса тухса кайрĕç шкултан. «Б» класăн ертÿçи З.Семеноваччĕ (йывăр тăпри çăмăл пултăр). Икĕ класс ачисемпе мĕнле ĕçсем тумаллине, мĕнле мероприятисем ирттермеллине, ачасемпе ăçта каймаллине яланах пĕр-пĕринпе канашласа пурнăçлаттăмăр...
Аса илÿсен ытамне путсан кашни ачи, кам хăш парта хушшинче кампа ларни, ирĕклĕ калаçу вăхăтĕнче мĕн çинчен калаçни, тĕрлĕрен хуласене экскурсисене, спектакльсем, музейсем курма кайни пĕрин хыççăн тепри куç умне тухса пырать. Хусана танк училищине илсе кайсан поездран тăрса юлса каçхи рейспа çеç таврăнни, Вăрмартан яла çур çĕр иртсен çеç çитни, Çĕнĕ Вĕренер ачисем интерната кĕрсе юлни... Пурте-пурте ĕнер кăна пулса иртнĕ пек куç умĕнче...
Художествăлла пултарулăха аталантарасси вăл çулсенче малти вырăнтаччĕ. Кашни класс малти вырăна тухассишĕн тăрăшатчĕ. Пурте пултаруллă, тăрăшуллă, мĕн каланине пĕр сăмахран итлекен ачасем пулнăран «А» классем яланах малтисемччĕ. Хĕрсемпе каччăсем пĕр шухăшлă, пĕр кăмăллă, пĕр интереслĕ пулни çирĕп коллектива чăмăртанма пулăшнă та ĕнтĕ вĕсене. Икĕ класс тата ачасем хушшинчи туслăх питĕ çирĕпчĕ... Çак ĕçсем 33 çул каялла пулса иртнĕ тесе калас та килмест.
33 çул çитрĕ юлашки шăнкăрав янăранăранпа халĕ хăйсен 50 çулхи юбилейне паллă тăвакан яшсемпе хĕрсемшĕн. Хăшĕсем маларах паллă турĕç хăйсен çур ĕмĕрхи юбилейне, теприсем халĕ е каярах уявлĕç. Тин кăна ачасем, яшсемпе хĕрсемччĕ вĕсем, халĕ хăйсем аттесемпе аннесем, асаттесемпе асаннесем, кукамайсемпе кукаçисем.
Шкул сакки çинченех туслă пулса, пĕр класра вĕренсе, салтака ăсатса ярса, салтак тивĕçне пурнăçласа таврăнасса 2 çул чăтăмлăн кĕтсе илсе çемье çавăракансем сайра тĕл пулаççĕ. Çакăн пек çемьесенчен пĕри - Мясниковсен çемйи. Ленăпа Юрин класс ертÿçи пулнă эпĕ. Вĕсен туслăхĕнчен тĕлĕнеттĕм. Ытла та уçă кăмăллă, пĕр вăрттăнлăх та çукчĕ вĕсен ыттисенчен пытармалли. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсем 31 çул хушши пĕр-пĕринпе килĕштерсе, юратса, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса пурăнса икĕ ачине çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, халĕ Данила мăнукне хăйсем пекех таса чунлă, ĕçчен те ырă кăмăллă ÿстерме пулăшаççĕ.
Юрийпе Василий Мясниковсем йĕкĕрешсемччĕ. Шел, Василин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. 1976 çулта вăтам шкул пĕтернине çирĕплетекен аттестат алла илсен Юрий Сызрань хулине çул тытать, чи лайăх паллăсемпе вĕренсе пырса фрезеровщик профессине (с отличием) алла илет.
Тăван енре чи çывăх çынсем, юратнă савни юлнă. Чун тăван ял еннеллех туртăнать. Юрий Шупашкара таврăнса трактор заводне ĕçлеме кĕрет. Арçыннăн çĕр çинчи чи мăнаçлă та пысăк тивĕçне пурнăçлама - çĕршыв лăпкăлăхне сыхлама - вăхăт çитнине пула унăн икĕ çуллăха тăван заводпа сыв пуллашма тивет. Хĕсмет срокĕ тухсан Юрий каллех трактор заводĕнчех ĕçлеме тытăнать. Ĕçе вăхăтра çÿрекен, пĕтĕм заказсене çÿллĕ шайра пурнăçлакан качча ĕçри юлташĕсем хапăл тусах кĕтсе илнĕ.
Çавăнтанпа 30 çул хушши пĕр улшăнмасăр тимлет Юрий Иосифович ачаран суйласа илнĕ юратнă ĕçре. Тирпейлĕн упранакан шучĕ те çук Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем унăн ĕçри çитĕнĕвĕсене пысăк хак панине кăтартаççĕ. Пĕрре çеç мар хаклă парнене те тивĕçнĕ вăл.
1978 çулта Юрий пĕрле вĕреннĕ, ачаран туслă пулнă Ленăпа çемье çавăрать. Алла аттестат илсенех Лена Гавриловна Шупашкара каять, ВНИИРа ĕçе кĕрет. Çак хушăра сборщик ăсталăхне алла илет те виçĕ çултан электроаппаратура заводне куçать, пысăк разрядлă специалист аппаратсене пухма тытăнать. Лена та, мăшăрĕ пекех, 30 çул хушши пĕр вырăнта вăй хурать.
Çамрăк чухнехи уçă чунĕпе ăшă кăмăлĕ вăл вăхăтранпа нумай çул иртнĕ пулсан та Ленăн пĕрре те сĕвĕрĕлмен, мĕншĕн тесен мăшăрĕн аппăшĕ, Нина Иосифовна, кинĕ çинчен яланах ырăпа çеç асăнать. 35 çул пĕрле ĕçлетпĕр Нина Иосифовнапа, шутласан, сахал вăхăт та мар, çак вăхăтра пĕрре те вăл Ленăпа кăмăлсăр пулнине курман. Ачасем Шупашкарта вĕреннĕ чухне шăллĕсем патĕнче 7 çул пурăнни, кинĕ пĕр сивĕ сăмах та каласа курманни çинчен час-часах аса илет.
Ырри пуриншĕн те лайăх, пурне те килĕшет. 33 çул каялла шкул пĕтернĕ яшсемпе хĕрсем çинчен ырă каланине илтме маншăн та питĕ кăмăллă, мĕншĕн тесен вĕсем çуратнă ачасемпе тан, манăн пĕрремĕшсем, 29 арçын ачапа 37 хĕр ача.