20 июня 2009 г.
Июнĕн 12-мĕшĕнче Кавал ялĕнче ĕлĕкхи йăлапа ярмăркка пулса иртрĕ. Ирхине ирех стадион енчен музыка сасси янăрама пуçларĕ, çынсене чаплă уява йыхăрчĕ.
Кавал çыннисем, хăнасем ушкăн-ушкăнпа пуçтарăнма тытăнчĕç ĕлĕкхи пасар вырăнне, стадиона. Лавккасем тахçанах ĕçлеме пуçланă, тем те илсе çиме пулать ку лавккасенчен. Акă, Вăрмар поселокĕнчен килнĕ В.Енькова сувенир таварĕсем сутать, Э.Макарова вара пурте килĕштерекен тутлă шашлăк ăшаласа сăйлать.
Сцена çине Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Н.Петров, «Ленинский» совхоза чылай вăхăт ăнăçлă ертсе пынă, директор пулнă Н.Герасимов хăпарчĕç.
Уява кĕске сăмах каласа, Н.Иванов уçрĕ. Вăл Кавал халăхне, уява килнĕ хăнасене ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Пухăннисене унтан Н.Петров саламларĕ. Чăх-чĕп фабрикинче Кавалсем те чылайăн ĕçлеççĕ. Вĕсенчен 18- шне, ĕçре хастарлăх кăтартнисене, Хисеп грамотисем, хаклă парнесем парса чысларĕ. Вĕсенчен пĕри - фабрикăн тĕп агрономĕ - В.Нарзаев. Вăл пĕлтĕр тухăçлă тыр-пул ÿстернĕшĕн Чăваш Республикин Мухтав грамотине илме тивĕçлĕ пулнă.
Н.Герасимов вара - Кавал ялĕнчи нумай ачаллă çемьене - Чубуковсене, ĕç ветеранне В.Туртушова ăшă сăмахсем каласа хаклă парнесем пачĕ.
Сцена çине Шупашкартан килнĕ «Хавас» ушкăн, А.Московский, Е.Иовлева артистсем тухаççĕ. Чăнах та хаваслă концерт лартса пачĕç вĕсем, Кавал халăхне савăнтарчĕç те, тĕлĕнтерчĕç те. Кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупса чысларĕç, куракансем.
Концерт вĕçленичченех спорт вăййисем пуçланчĕç. Кавал ялĕ шашкăлла вылякансемпе чапа тухнă. Пурте А.Фомин, Ю.Козырев, Н.Дмитриев чемпионсемпе спорт мастерĕсене пĕлеççĕ. Уявра шашкă вăййисене Н.Дмитриев ертсе пычĕ. Тупăшура хĕрарăмсенчен Л.Петроградская, арçынсенчен В.Евгеньев пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Хальхи вăхăтра лашасене пĕтерчĕç. Урамра та сайра-хутра çеç куратăн вĕсене. Анчах ярмăрккара лашасене чуптарассине те манман иккен. В.Федоров судья пухăннисене Кавал ялĕн кăнтăр енне тухма ыйтрĕ. Юланутçăсем лашасене Ара юхан шывĕ хĕррине сиккипе хăваларĕç. Ăмăртура чи мала Киввăрмар каччи А.Федоров хăй урхамахĕпе тухрĕ, пĕрремĕш приза çĕнсе илчĕ. Тутарсем те килнĕ, ĕлĕкхи пекех, Кавал ярмăрккине. Вĕсем 2-мĕшпе 4-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Стадионра волейболла выляççĕ, кире пуканĕ çĕклесе вăй виçеççĕ. Ветерансем хушшинче кире пуканне йăтса Кивĕ Вĕренер ветеранĕ Д.Каланов мала тухрĕ.
Ирĕклĕ майпа кĕрешесси те питĕ хĕрÿ иртрĕ. Нумай пулчĕç кунта çĕнтерÿçĕсем те, «аяла» лекнисем те. Паттăр ятне Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Артур Иванов çĕнсе илчĕ. Паттăр хулпуççийĕ çине така хăпарса та выртрĕ. Каç пулсан та пĕтмерĕ-ха уяв. Стадионра футбол вăййи вылярĕç, «Туслăх» ятлă урам команди çĕнтерчĕ. Яш-каччăсем, хĕрсем вара стадионра дискотека ирттерчĕç.
Уяв-ярмăркка Чăрăшçырмара та пулса иртнĕ. Куншăн «аякри» ялсем - Чăрăшçырмасем, Çиçтĕпесем - чăннипех те савăнчĕç хăйсене манса кайманшăн. Кавал ял администрацине чĕререн тав турĕç. Кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров та Чăрăшçырмапа Çиçтĕпе ялĕнче пурăнакансене саламларĕ, Г.Анисимов ветерана чысласа хаклă парне пачĕ.
Ун хыççăн хитре юрăсем шăрантарчĕç Шупашкартан килнĕ артистсем, ташăсемпе те савăнтарчĕç ял халăхне.
Кăмăллă юлчĕç Кавал, Чăрăшçырма, Çиçтĕпе ялĕсенчи вĕтти те, ватти те. «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикине - спонсора - унăн руководительне Н.Петрова тав тăваççĕ вĕсем.
Анчах... Çитменлĕхсем те çук мар. Ĕлĕкех ярмăрккасене карусель илем кÿнĕ, ватти те, вĕтти те пĕрре те пулин ларса çаврăнма тăрăшнă карусель çине. Çавăнпах ĕнтĕ «Ленинский» совхоз пуçлăхĕсем карусель тутарчĕç. Ĕлĕкех Кавал ярмăрккине ытти ялсенчен 2-3 карусель илсе килетчĕç, хамăрăн вара 4-мĕш пулнă. Халĕ вăл çук ĕнтĕ. Кам ăна сутса янă, кам илнĕ - никам та пĕлмест. Çавăнпа ĕнтĕ кăçалхи ярмăрккана карусель илем кÿреймерĕ.