17 июня 2009 г.
Июнĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн патшалăх никама пăхăнманлăхĕ çинчен калакан Декларацие йышăннă кун. Вăл патшалăхăн чи паллă уявĕсенчен пĕри. Районти миграци службинче çак куна тивĕçлипе кĕтсе илес тĕллевпе 14 çул тултарнă Раççейĕн çамрăк гражданĕсене паспортсем пачĕç. Яшсемпе хĕрсене малтанах паспорт чи кирлĕ документ пулнине, ăна тивĕçлипе упрамаллине, малашне паспорт режимне çирĕп тытса пымаллине каласа ăнлантарчĕç. Çĕнĕ паспорта ача 14 çул тултарсан пĕр уйăх хушшинче алла илмелле тата пропискăна тăмалла. Çакна ашшĕ-амăшĕн çирĕп тытса пымалла, унсăрăн саккун умĕнче явап тытма тивет. Унтан 20 çул тата 45 çул тултарсан вĕсене çĕннисемпе улăштармалла пулать. Хальхи çĕнĕ саккунпа ачана çуралсанах пропискăна тăратмалла. Çак ĕçе çурални çинчен паракан свидетельствăпа пурнăçлаççĕ.
Районти миграци служби палăртнă кун йĕркине çирĕп пăхăнса ĕçлет, кирлĕ пулсан кунта килмелле. Паспорт режимне пурин те пăхăнса пурăнмалла. Çул çитнипе е тата СССР паспорчĕсене (вĕсем районта 8) Раççей паспорчĕсемпе улăштарса вăхăтра алла паспорт илме тăрăшмалла. Вăл пурнăçра чи кирлĕ документ.