17 июня 2009 г.
Çĕнĕ Кавал ялĕ çывăхĕнче çĕкленекен комплекс пирки чылайăшĕ кăсăкланаççĕ халĕ. Унта мĕн пуласси пирки интересленеççĕ. «НефтьТРЭВЕЛ» тулли мар яваплă общество хăпартакан çак комплексăн сметăпа пăхнă строительствăпа монтаж ĕçĕсен калăпăшĕ самай пысăк суммăлăх пулмалла. Паянхи куна илсен чылай ĕçсем туса ирттернĕ кунта.
Обществăн генеральнăй директорĕ Владислав Леонидович Павлов пирки калас пулсан, вăл пирĕн ентеш, Çиçтĕпере çуралса ÿснĕ. Вăл каланă тăрăх çак икĕ хутлă çуртра автозаправка станцийĕ, автомашинăсене çумалли вырăн, магазин, иккĕмĕш хутĕнчех хăна çурчĕ пулмалла.
-Республика кунĕ тĕлне объектăн сăн-сăпатне çĕнетсе лайăхлатма тăрăшатпăр,- тет Владислав Леонидович.
Эпир пынă чухне Н.Петров, А.Андреев, А.Ксенофонтов, В.Беляев, В.Инжиртов, А.Николаев каменщиксем пĕрремĕш хутне купаласа та пĕтереççĕ.
- Ĕç укçи пирки кÿрентермеççĕ-и; - тесе ыйтсан, каменщиксем кăмăллă пулни çинчен пĕлтерчĕç.