АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музей пуласлăхĕ хамăр алăра

17 июня 2009 г.

Вăрмар музейĕн çĕнĕ те капмар çуртне уçас вăхăт часах çитсе тăрĕ. Вăл экспонатсемпе пуян пулмалла. Çавăнпа та кунти ĕçченсем унăн фондне пуянлатас тĕллевпе юлнă шутлă кунсене «Парне кунĕсем» тесе пĕлтереççĕ.

«Хĕрлĕ ялав» хаçат Вăрмар поселокĕнче «Тăван ен» музейĕн çурчĕ çĕкленни пирки тăтăшах хыпарласа тăчĕ. Район администрацийĕ тăрăшнипе, тĕрлĕ учрежденисемпе предприятисем, уйрăм çынсем пулăшнипе историпе астăвăм лапамĕнче питĕ хитре кермен пек çурт иртен-çÿрене илĕртсе тăрать. Паллах, музей çуртне хăпартас ĕçре «Урмарская» акционерсен хупă обществин ĕçченĕсем нумай тăрăшрĕç, тăрăшаççĕ те - тавах вĕсене. Кĕçех çĕнĕ çурт алăкĕсене уçĕ, экскурсантсем хамăр ентешсен тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе паллашĕç. Унтан тепĕр хĕрÿ тапхăр пуçланĕ: экспозицие йĕркелесе çитермелле.

Вулакансене экспозици мĕнле-мĕнле пайсенчен пуласси интереслентерет пулĕ. Музейăн пĕрремĕш залне кĕрсенех куç умне Вăрмар тăрăхĕн аваллăхĕ тухса тăрĕ. Унта этнографи япалисем: ĕç хатĕрĕ, кĕпе-тумтир, атă-пушмакĕ тата ытти те вырăн тупĕç. Шел пулин те, фондсенче тĕрĕ-эреш тĕслĕхĕсем сахал. Тепĕр зал Вăрмар район территорийĕпе иртекен чукун çул, станцисен тата Н.Курбатов купсан сĕтел-пукан фабрики кун-çулĕпе паллаштарĕ.

«Паттăрлăх. Астăвăм. Хурлану». Çапла ятлă пулĕ виççĕмĕш зал. Тĕрлĕ вăрçăсене хутшăннă, паттăрлăх кăтартнă ентешĕмĕрсемпе паллаштаракан темăсем пулĕç кунта. Стендсем валли паха материал нумай пухнă, çапах тата та пухмалли чылай. Сăмахран, Çĕнтерÿ парадне хутшăннă ентешсем пирки уйрăм курав йĕркелесен лайăхчĕ.

«Вăрмар çĕрĕ-шывĕн кун-çулĕпе çыннисем» экспозици валли чылай материал пухăнчĕ. Социализмла Ĕç Геройĕ С.Лукин, Чăваш халăх писателĕ В.Алентей, Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ М.Григорьев çинчен тăванĕсем коллекцисем пуçтарса пачĕç. Экспозицие йăлтах çĕнĕрен йĕркелеме тивет, эппин строительство материалĕсем тĕлĕшпе те, укçа-тенкĕ енчен те самаях тăкакланма тивĕ.

Халĕ ĕнтĕ истори управçин хăйĕн çурчĕ пулать, тавра пĕлÿçĕсен, музейçăсен хăйсенчен мĕн килнине пурнăçлама тăрăшмалла. Пархатарлă ĕçре пире И.Я.Яковлев тĕслĕхĕ хавхалантарса тăрать. Вăл Чĕмпĕрти шкулта чăвашсен пĕрремĕш этнографи музейне тăвассине пуçарнă. Кайран музей фондĕнчи чылай коллекци Чăваш наци музейĕн экспоцизицинче вырăн тупнă. Юлашкинчен çакна палăртар: музей экспозицине йĕркелес тата пуянлатас ĕçе культурăра тăрăшакансем, тавра пĕлÿçĕсем çеç мар, ытти сферăра ĕçлекенсем те, студентсемпе шкул ачисем те хутшăнма тивĕç. Чи малтан пирĕн фондсене пуянлатасси пирки шутламалла. Эппин, мĕн кĕтетпĕр эпир парне кунĕсенче: кил-хуçалăхра усă курма пăрахнă ĕлĕкхи япаласем, чукун çул атрибутики, Вăрмарти фабрикăра кăларнă авса тунă сĕтел-пукан, вăрçăпа тата çарпа çыхăннă документсем, сăн ÿкерчĕксем, тĕрĕллĕ кĕпе, тум-тир, 1950 çулччен кăларнă чăвашла кĕнекесем, журналсем, хаçатсем тата музее юрăхлă ытти япала. Сире ырă ĕçĕршĕн килес ăрусем тав тăвĕç.

Редакцирен: пирĕн автор сăпайлăхне пула веçех палăртса çитереймерĕ. Музей экспозицине йĕркеленĕ чухне тĕрлĕ япаласемсĕр пуçне строительство материалĕсем те, хуçалăх таварĕсем те, паллах укçа-тенкĕ те кирлĕ пулнине систеретпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика