17 июня 2009 г.
«Ĕне сĕчĕ - чĕлхи çинче», - тесе ахаль каламан мĕн авалтан. Апат мĕн чухлĕ ытларах хатĕрлетĕн, продукцие те çавăн чухлĕ нумайрах илетĕн. Çакна «Арабоси» агрофирмăра вăй хуракансем тĕрĕс ăнланаççĕ. «Ешĕл вырма» мĕнле пынине агрофирма пуçлăхĕ Г.Тимофеев тĕрĕслесех тăрать. Эпир унпа ĕç пÿлĕмĕнче тĕл пултăмăр.
- Мĕн пур техника, çынсем уйра халĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене çулатпăр, çулнă курăка пресласа фермăри хранилище патне турттарса кĕртсе хуратпăр, симĕс массăран сенаж та хыватпăр. Ĕç вĕресе кăна тăрать. Кайса паллашăр пирĕн хастар çĕр ĕçченĕсемпе, - терĕ Геннадий Петрович, хăй те уя кайма васкарĕ.
Тухăçлă çитĕннĕ люцерна ани çийĕн пĕр тикĕс шăвакан «Колос» комбайн штурвалне Л.Иванов механизатор çирĕп тытса пырать. Вунă çул ытла ĕнтĕ вăл «Ешĕл вырмана» активлă хутшăнать, пултарулăх кăтартать. Акă, халĕ те вăл çулса вĕтетсе паракан симĕс массăна А.Порфирьев, В.Степанов (иккĕшĕ те Аслă Чакран килнĕ), В.Иванов, С.Никонов тата ытти водительсем пĕр вĕçĕмсĕр турттарса тăраççĕ. Кам мĕн чухлĕ турттарнине кунта шута илсе пыраççĕ.
- Ĕнер кăна 67 тонна силос турттартăм, - пĕлтерет Владимир Степанов водитель.
Çулса пăрахнă симĕс массăна тюкланă çĕрте В.Сергеев механизатор пуçаруллă.
Тюксене ферма çывăхĕнчи хранилище патне Н.Николаевпа О.Семенов водительсем пырса тăкаççĕ. Л.Виссарионов механизатор вара вĕсене хранилищĕне кĕртсе вырнаçтарать.
Çапла, выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлессишĕн хĕрÿ кĕрешĕве тухнă Арапуçсем. Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма кашни условнăй выльăх пуçне 28 центнер апат единицинчен кая мар кирлине лайăх чухлаççĕ вĕсем.
Паянхи кун тĕлне 200 тоннăна яхăн утă хатĕрленĕ. Çак ĕç малаллах пырать.