11 июня 2009 г.
Ялта çуралса ÿссен те ял хуçалăхĕн пĕтĕм вăрттăнлăхне пĕлсех çитейместĕн çав. Чăх-чĕпсене ÿстерме витаминлă курăк çăнăхĕн уссин пĕлтерĕшĕ пирки те «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче коллективлă килĕшĕве йышăннă пухура хуçалăх ертÿçи Н.Петров тухса калаçнинчен илтнĕччĕ. Акă мĕншĕн нумай çул ÿсекен курăксем косилка çĕççи илмелĕх çитĕнсенех кунта çак техĕмлĕ выльăх апатне хатĕрлеме тытăнаççĕ. Кăçал та июнĕн 4-мĕшĕнче С.Николаев механизатор КПИ-2,4 косилкăпа люцерна ани çине тухрĕ. Н.Петров халĕ кунсерен АВМ-1,5 агрегат патне вĕтетнĕ курăк тиенĕ МТЗ-80 тракторпа 12-15-шер рейс тăвать. Çăнăх хатĕрлекенсен ĕçне 2 сменăпа йĕркеленĕ. Эпир пынă вăхăтра А.Николаев оператор смени тăрăшатчĕ. А.Никифоров, С.Григорьев, А.Степанов, А.Герцен, С.Прохоров Кивĕ Вăрмар шкулĕн аслă класĕсенче çеç вĕренеççĕ пулсан та ĕçе пĕлсе те тĕплĕн пурнăçлаççĕ. Чылайăшĕ хуçалăх ĕçĕсене пуçласа хутшăнмаççĕ, çавăнпа та çăмăлттайла пăхасси çук вĕсен, укçа хакне питĕ лайăх пĕлеççĕ. Андрей Николаевич та кăмăллă. Çамрăксен бригади технологи ыйтнă пек типĕтнĕ вĕри çăнăха уçă çĕре сивĕтме хурать, унтан кăна ăна склада илсе кĕреççĕ, каярах вара вăл фабрикăри кайăк-кĕшĕк патне çитет. Пĕр бригада çинчен асăннă май теприсем пирки шарламасăр иртсен вырăнлă пулмĕ. Кунта та В.Васильев оператор ертсе пынипе А.Павлов, А.Маркелов, К.Орешин, Д.Николаев, С.Илларионов шкул ачисем тăрăшаççĕ.
Витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрленисĕр пуçне хуçалăхра иккĕллĕ ĕç тăваççĕ. Çул çитмен ачасене ĕçпе тивĕçтерни хуçалăха, çемье бюджетне пулăшу кÿни çеç мар, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме май туса пани те.