11 июня 2009 г.
Кашни учителĕн хăйĕн чĕлхи, хăйĕн çепĕç сасси. Кашни учителĕн пуплевĕ-калаçăвĕ пĕр-пĕрин хушшинче хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Сăмах малалла Чулкас шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентекен учительница çинчен пырать. Вăл Альбина Васильевна Михайлова.
Альбина Васильевнан пурнăçĕ мĕн çамрăкранпах шкулпа, ачасемпе тачă çыхăннă. Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн юратса тăвать вăл. Çавăнпа пурте хисеплеççĕ ăна. Ĕмĕтри ĕçне тупнă çынна телейлĕ теççĕ. Альбина Васильевна учительница пирки те çавна калама пулать. Ачасене вĕрентес, воспитани парас ĕçре 19 çул ытла вăй хурать вăл. «Çав тери лайăх, талантлă, пуян тавра курăмлă учительница тата класс ертÿçи», - теççĕ ун пирки çиччĕмĕшсем. «Пирĕншĕн те вăл вăл чăн асамçă, вăл пĕлмен япала та çук пулĕ, эпир пĕрмаях унпа тĕрлĕ кăткăс ыйтусене сÿтсе явма юрататпăр», - теççĕ ытти шкул ачисем те.
Темиçе çул хушши ĕнтĕ Альбина Васильевна районта тăван ен культурине вĕрентекен учительсен ассоциацине ертсе пырать. Тăван ен культурине малалла аталантарас, унăн илемлĕхĕпе, пуянлăхĕпе ачасене анлăрах паллаштарас, пахалăхлă пĕлÿ парас тĕллевпе пĕрлешÿре учительсем кашни уйăхрах пĕрле пуçтарăнса канашлаççĕ. Альбина Васильевна энтузиазмне кура вĕсем кашнинчех тĕрлĕ енлĕ те тухăçлă иртеççĕ, малашнехи уроксене яланлăха асăмра юлмалла интереслĕ хатĕрлеме, пур енĕпе те хастар пулма хистеççĕ. Çапла вара пĕрлешÿ тĕрлĕрен те тĕрлĕ мероприятисем туса ирттерет. Çултан çул районта уçă уроксен фестивалĕ, конференцисем, олимпиадăсем, конкурссем ирттереççĕ. Республика шайĕнче иртекен «Асамат», «Шевле» конкурссенчен Альбина Васильевна вĕрентекен ачасем кашни çулах çĕнтерÿçĕсем пулса таврăнаççĕ. Конференцисенче унăн ачисем хăйне евĕрлĕхпе тата витĕмлĕхпе тыткăна илеççĕ.
Уроксене Альбина Васильевна тĕплĕн хатĕрленсе çÿллĕ шайра ирттерет. Унта ачасем юратнă учительницăн чăн-чăн илемлĕ чăвашла калаçăвĕпе ăмсанса лараççĕ, ĕçлеççĕ. Культура урокĕсенче иртнĕлĕхĕнне пĕлмелли тата курмалли питĕ нумай-çке. Çепĕç те таса чăваш чĕлхипе каласа кăтартсан вара вăл пушшех те илĕртÿллĕ.
Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çулпа аталанма, çĕнĕ ÿсĕмсем тума пулăшас тĕлĕшпе учительница ачасен ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăнса ĕçлет. Чăваш ачисене тăван халăхăн пархатарлă йăли-йĕркине, аван енĕсене ăша хывса ÿсме, чăн-чăн çын туса çитĕнтерме нумай вăй хумаллине лайăх пĕлет Альбина Васильевна. Хальхи вĕрентекенĕн хăйĕн те нумай пĕлмелле, вуламалла. Тепĕр майлă каласан, анлă тавра курăмлă пулмалла, кунсерен малалла аталанмалла. Çакна тĕпе хурса ĕçлекен учительница нумай-нумай изданипе туслă: «Хĕрлĕ ялав» райхаçатăн, «Халăх шкулĕ», «Самант», «Вокруг света», «Здоровье» журналсен, «Учительская газета», «Хыпар», «Тантăш», «Молодежный курьер», «Известия» хаçатсен номерĕсене чăтăмсăррăн кĕтет.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса учительница спортпа та питĕ туслă. Уйрăмах шашкăпа волейболла выляссине питĕ кăмăллать. Вăл енĕпе шкул чысне хÿтĕлеме ăмăртусене хутшăнать, çĕнтерÿçĕсен ретĕнче тăрать.
Çамрăк ăрăва вĕрентес тата воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Альбина Васильевна райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн тата Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.
Малалла та хастар учительницăна пысăк ăнăçусем тума сĕнес килет.