11 июня 2009 г.
Ватти те çамрăк пулнă,
Вылянă та ĕç тунă -
Сăлтавсăр ватăлман.
Май пур таран вĕреннĕ,
Чунне парса ĕçленĕ,
Йĕркелĕхрен тухман.
Ан тив, ватти йăл култăр,
Ан тив, ватти ыр сунтăр,
Телейлĕ пурăнма.
Н. Ытарайăн сăмахĕсене ăша хывса хальхи вăхăтра районта ватă çынна хÿтлĕх парассипе ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Халăха социаллă хÿтлĕх паракан Вăрмарти центрĕ» республика патшалăх учрежденийĕ ĕçлет. Çак центрта виçĕ уйрăм. Пĕтĕм ĕç «Ватă çынсене тата инвалидсене социаллă пулăшу парасси çинчен» Федераллă Саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать.
Ватлăхра пĕччен пурăнса ывăннă, никамран та пулăшу илеймен ватăсен шучĕ пирĕн районта çулсерен ÿссе пырать. Пирĕн пата кашни кун тĕрлĕ ĕçпе, ыйтупа ватти те, вĕтти те чылай килет. Вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Ватăсене килĕсене пырса пулăшу паракан уйрăмра вăй хуракансем те хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Лавккаран апат-çимĕç, промышленноç таварĕсем туянса килет-и, хĕллехи вăхăтра уйрăм кил-хуçалăхĕнче пурăнакансене картишне юртан тасатса парать-и, шыв кÿрсе мунча хутса кĕртет-и, кирлĕ чухне эмелпе тивĕçтерет-и, ăшă сăмахпа, çемçе кăмăлпа сиплет-и - ватăсем - инвалидсем çак социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсене хăйсене пăрахманшăн чун-чĕререн тав тăваççĕ. Çакăнта ĕçлекенсен ырă кăмăллăхĕ ахальтен иртмĕ. Ваттисен савăнăçĕ, тулли кăмăлĕ, пилĕ пирĕн çине куçĕ.