11 июня 2009 г.
«Тин кăна хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленчĕ, çĕнĕ сезона хатĕрленме тытăнтăмăр та», - тет «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти директорĕ Ю.Никитин. 7 промышленнăй тата 23 пĕчĕк котельнăйсене тепĕр хут тĕрĕслесе тухмалла. Ăшă паракан трасса 13 çухрăм ытла. Хĕллехи вăхăтра кунта 78 çын ĕçлет пулсан, халĕ юсав ĕçĕсене М.Васильев мастер ертсе пыракан 8 çынран тăракан бригада пурнăçлать. С.Тихонов сварщик, А.Владимиров, М.Иванов слесарьсем тăрăшуллă пулнипе палăрса тăраççĕ. Паянхи куна илсен котельнăйсенчен тăваттăшĕ юсавлă. Мир тата Заводская урамсенчи 120 метр тăршшĕ ăшă пыракан трассăна тĕпрен улăштарнă. Район администрацийĕнчи тата культурăпа кану центрĕнчи трассăсене тĕрĕслесе пăхнă. Çавăн пекех Порфирьев, К.Иванов, Советская тата ытти хăш-пĕр урамсенчи ăшă трассине юсамалла.
- Лайăх çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшатпăр, - калаçăва малалла тăсать Юрий Ефимович. - Укçа пулсан, Больница тăкăрлăкĕнчи трассăна çĕр айне хумалла, ытти ĕçсене пурнăçламалла. Анчах та хваттерте пурăнакан хăш-пĕр çынсем укçа тÿлеменни пире тарăхтарать. Ун пек çынсем Чулкасра сахал мар. Уйрăм çынсен парăмĕ 20 пин тенкĕрен те иртет. Ăшăпа усă курнăшăн çынсен парăмĕ пурĕ 1 миллион та 400 пин тенке çитнĕ. Çапла вара предприятин «Чувашрегионгаз» тулли мар яваплă обществăна 1 миллион та 100 пин, Çĕрпÿри «Энергосбытовая компанине» 200 пин тенкĕ ытла тÿлемелле. Куратăр ĕнтĕ, лару-тăру япăх. Çитес хутмалли сезонта пире, тÿлесе татмасан, газ памасан та пултараççĕ. Хĕлле шăнса лармалла ан пултăр тесен, пурин те парăмсене тÿлесе татни кирлĕ.