АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уява ĕçпе кĕтсе илеççĕ

11 июня 2009 г.

Уява ĕçпе кĕтсе илеççĕ

«Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществи хăйĕн пĕрремĕш продукцине 1980 çулхи май уйăхĕнче кăларма тытăннă. Унăн таварне Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче лайăх пĕлеççĕ, ырлаççĕ. Кризис хумĕ килсе çапрĕ пулин те тĕрлĕ майсем тупса фабрика халĕ пĕр тикĕссĕн ĕçлеме тытăннă. Вĕсене çак йывăрлăхра районти ĕçпе тивĕçтерекен центр та нумай пулăшса пынине палăртаççĕ кунта вăй хуракансем.

Çăмăл промышленноç ĕçченĕн уявне ĕç вырăнĕнче кĕтсе илеççĕ вĕсем. Хальхи вăхăтра Мускаври пĕр фирма заказĕпе ĕç тумтирĕсем çĕлеççĕ. Кĕçех хĕр ачасем валли хĕллехи пальто çĕлеме тытăнаççĕ. Вăл Мускаври пĕр суту-илÿ компанийĕн заказĕ. Пурлăхпа техника базине пуянлатса пырассишĕн те сахал мар тăрăшаççĕ.

Халĕ çĕвĕ цехĕнче хăйсен вăйĕпех юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Çĕвĕ цехĕ пĕр вырăнта тăмасть, малалла ăнтăлать. Апла пулсан вĕсене профессиллĕ уяв ячĕпе саламламалли кăна юлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика