03 июня 2009 г.
«Çак çырăва Çиçтĕпе ялĕнче пурăнакансем чунтанах тарăхса çитнипе çыратпăр. Пирĕн ял çине пурте алă сулнă темелле, никама та кирлĕ мар. Хамăр нуша пирки ял тăрăхне темиçе хутчен те кайса каланă, ним усси те çук. Ял район центрĕнчен аякра вырнаçнă. Асфальтлă çул яла çитни чăннипех те савăнтарать. Ял çыннисем пуйăспа та çÿреççĕ. Унта çитме кĕпер урлă каçмалла. Анчах та ял варринчи кĕпер кĕç-вĕç ишĕлсе анас пек ларать. Ун урлă транспортпа каçмалли пирки шухăшламалли те çук, çуран та хăра-хăра каçатăн. Çапла вара çак кĕпере юсама пулăшу ыйтатпăр. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хуракансем суйлав вăхăтĕнче кăна пирĕн ял ăçтине пĕлеççĕ, ахаль чухне килсе те курмаççĕ. Çуркунне çитнĕ май юнашар ялсенчи масарсене тирпей-илем кĕртеççĕ. Эпир хамăра май вак-тĕвек ĕçĕсене кăна тукалатпăр. Кивĕ масар юхăнса кайрĕ. Ватă йывăçсем хуçăлса аннă, ăна тирпейлеме пысăк вăй, транспорт кирлĕ. Кĕçех çимĕк çитет, кивĕ масар чăтлăхра, хуçăлса ванса пĕтнĕ, çапкаланса выртакан йывăçсем айĕнчех юлчĕ. Тен, хаçат çине çырсан усси пулĕ, кам та пулин пулăшĕ», - тесе çырнă Çиçтĕпе ялĕнче пурăнакансем.
Редакцирен: çак çыру йĕрĕпе Çиçтĕпе ялне çитсе куртăмăр. Кĕперĕ чăнахах та начарланса çитнĕ. Масар çинче те пултăмăр. Хуçалса аннă йывăçсем çаплипех выртаççĕ.