06 июня 2009 г.
Республика кунĕ çывхарсах килет. Çавна май халĕ пур çĕрте те хĕрÿ ĕç пырать, поселокăн сăн-сăпачĕ çĕнелсе илемленет. «Дорстрой» тулли мар яваплă обществăн Тăвай участокĕнчи Н.Афонин, Э.Казанов, П.Федотов, Ю.Ефимов рабочисем бордюрсене вырнаçтараççĕ. С.Даниловпа В.Иликов укладчиксемпе В.Журавлев, В.Шилкин каткистсем Мир урамне асфальт сарчĕç.
- Ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕк мар, - пĕлтерет Игорь Васильевич Хвостов прораб. - Мир урамне 750 метр тăршшĕ асфальт сартăмăр. Кавал патнелле каякан çул çине - 300 метр, Мăнçырма еннелле 950 метр, çавăн пекех поселокри вăтам шкул патĕнче сармалла. Автотранспорт предприятийĕ тата район больници тĕлĕнче автобуссене кĕтмелли площадкăсем тумалла. Бордюрсене 270 метр тăршшĕ хумалла. Мир тата Ленин урамĕсенчи çулсен хĕррисене вак-чул сарса çирĕплетмелле. Куратпăр ĕнтĕ, ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Çанталăкĕ кăна лайăх тăтăрччĕ, ĕçлеме ан чăрмантартăрччĕ.