АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăм ÿсет, хакĕ чакать...

06 июня 2009 г.

«Сĕт ĕне чĕлхи çинче» тени ахальтен мар. Çĕр типсе çитсенех ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем, уйрăм çынсем ĕне выльăха уя кăларчĕç. Маларах курăкĕ шăтнă-шăтман кăна пулнă пулин те çĕр кăкăрĕ пурпĕрех тăрантарать. Юлашки вăхăтра ăшă çумăра пула курăк самаях ÿсрĕ, апла пулсан ĕнесем валли симĕс апат çителĕклех.

Пĕр уйăх маларахрипе танлаштарсан паянхи куна районĕпе сĕт сăвăмĕ 1,5 килограмм хутшăннă. Ку кăтарту «Шигали» хуçалăхра, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра палăрмаллах хăпарчĕ. Юлса пыракансем те кăштах малалла туртăнчĕç. Вĕсен те сĕт сăвăмĕ аванланнине палăртать ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн тĕп специалист-эксперт-зоотехникĕ О.Васильев. Ĕнесем пăруланă хыççăн çуллахи тапхăрта сĕт сăвăмĕ ÿсесси паллă ĕнтĕ. Ял халăхĕн ĕнисем те сĕт нумай параççĕ. Анчах та сĕтне пĕр уйăх каярахрипе танлаштарсан ытла та йÿнĕпе туянаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, пĕлтĕр хĕллехи вăхăтра пĕр литр сĕте 9-10 тенкĕпе сутма май килнĕ пулсан, паянхи кун вара 4 - 4,50 тенкĕпе туянаççĕ. Хаксем çапла чакса кайнине тĕрлĕ хаçатсенче те тăтăшах çыраççĕ. Акă халĕ июнĕн 2-мĕшĕнче тухнă «Российская газета» хаçатра та пирĕн республикăри лару-тăру çинчен çырнă. Унта ЧР ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев çапла пĕлтернĕ:

«Июнь пуçламăшĕнче республикăра сĕт сăвăмĕ самаях ÿсрĕ, сĕт продукчĕсене туса илекенсем ăна ниçта хума аптраççĕ. Çак лару-тăрăва улăштарас тесе Чăваш Правительстви тĕрлĕ мерăсем йышăнать. Сĕт туса илекенсене чылай енчен пулăшма тăрăшать. Тĕслĕхрен, пĕр те пĕр хуçалăх сĕт сутни çинчен отчет тăратсан ăна субсидилеме палăртаççĕ, сĕт туянакансемпе тÿрремĕнех ĕçлеме планлаççĕ тата ытти те. Республикăн тĕп хулинче сĕт сутмалли 39 вырăн тума йышăннă. Сĕте тÿрремĕнех сутни ăна туса илекенсемшĕн, туянакансемшĕн меллĕ пулмалла». Анчах хальлĕхе ял халăхĕ çакна туйсах илеймен-ха. Айккинчен сĕте килсе пуçтаракансем ытла та йÿнĕпе туянасшăн. Редакцине тĕрлĕ ялсенчен килекен хыпарсем тăрăх сĕт сутакан уйрăм çынсемпе калаçма тÿр килчĕ. Кивĕ Вăрмарти пĕр ватăрах хĕрарăмпа (ятне палăртма хушмарĕ) калаçрăм: «14 киллĕ урамра халиччен 11-12 ĕне пулнă, паянхи куна 3 хуçалăхра ĕне тытаççĕ. Ĕне суса, апатне хатĕрлесе асапланнин усси çук. Юрать-ха кÿршĕсем килтенех килсе илсе каяççĕ, хулара пурăнакан ачасене парса яратпăр. 4 тенкĕпе сутни вара чĕр мăшкăл. Ĕнине хам астăвассах усрани кăна ăна пĕтересрен тытса тăрать». Пăвакассинчен çапла çырса пĕлтерни те чуна ыраттарать: «Пирĕн ялта 76 хуçалăхран 5-шĕнче ĕне тытаççĕ. Сĕтне таçтан такамсем пуçтарса çÿреççĕ, пĕлместпĕр. Литрне 4 тенкĕпе пуçтарни çитмест, пĕр ирхине 3 тенкĕпе пуçтаратпăр терĕç. Каплах пулсан çитес çул мăйракаллă «тусăмсенчен» уйрăлмах тивет пулĕ». Ку тĕслĕхсене татах та тăсса кайма пулать. Çапах та ЧР Правительстви мерăсем йышăнни ĕне выльăхсен йышне чакарассине чарса лартас шанчăк çурататех пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика