06 июня 2009 г.
Мăн кунран шăп та лăп хĕрĕх кунран пуçланать Вознесени праçникĕ. Ун чухне Турă тасалса çÿле çĕкленнĕ тенĕ ĕлĕкрен ватăсем. Çак йăлана халĕ те пăхăнса, тытса пыраççĕ пирĕнтен аслăраххисем, ÿсекен ăрăва хăйсен паха енĕсене вĕрентсе пыраççĕ те. Вăтакас ялĕнче пурăнакансемшĕн уйрăмах паллă çак кун. Ĕлĕкрех кунти ярмăрккана таçтан та килнине каласа кăтартаççĕ самай çулсенче пыракан ватăсем. Чиркÿ уявĕн шавĕ мĕн иртен пуçласа каçченех Энĕш шывĕ тăрăх чуптарса кÿршĕсене илĕртнĕ. Чăнкăр-чăнкăр чан сасси, купăс - юрă кĕвви, чун-чĕрене ăшă варкăш вĕрсе кĕртнĕ. Сипленме, савăнма çÿренĕ халăх, çылăхсенчен хăтăлнă.
Майăн 28-мĕшĕ чăннипех те чаплă пулчĕ вăтакассемшĕн. Çут çанталăкĕ хĕвеллĕ те ăшă тăчĕ. Турă çав кун пурне те уява йыхравларĕ. Чи малтанах чиркÿ лапамне пухăннă халăха кÿршĕ районти Куснар чиркĕвĕн пачăшки Иоанн атте тата унпа пĕрле килнĕ хĕрарăмсем псаломсем вуларĕç, кивĕ чиркĕве çветит турĕç, Тур шывне ĕçтерчĕç, ăшă, ырă сăмахсем каларĕç. Çак чиркÿне çĕнĕрен чĕртсе тăратасси пирки те пычĕ сăмах хĕрÿ калаçура.
Ватăпа чи çамрăк камсем, ăçтан, мĕнле пулни çинчен пĕлме ытла та кăсăк. Ĕлĕкхи вăйăсене аса илни, манăçма пуçланă юрă-кĕвĕсене тепĕр хут чĕртсе тăратни еплерех паха тата! Кунти ал ĕç ăстисен выставкинче те пулма тÿр килчĕ. Тĕрленĕ эрешсем, çăм атăсем, йывăçран касса хатĕрленĕ илемлĕ чечексем, вазăсем... Темĕн те пĕр вырнаçтарнă сĕтелсем çине. Ытти çулсенчисемпе танлаштарсан тепĕр уйрăмлăх та пур. Ку хутĕнче кашни урамра пурăнакансем хăйсем пĕçерсе хатĕрленĕ çимĕçсемпе килнĕ. Чечеклесе илемлетнĕ какай хуплăвĕ, чашкăрса кăпăкланакан пыл сăрийĕ, шăрттан тата чылай çимĕçсем куçа илĕртеççĕ. Жюри членĕсене конкурс çĕнтерÿçине палăртма çав тери çăмăл пулмарĕ.
Спорт ăмăртăвĕсене А.Петров физкультура тренерĕ йĕркелесе ертсе пычĕ, çĕнтерÿçĕсене призсем парса чысларĕ.
Çак мероприяти паллах спонсор пулăшăвĕсемсĕр иртмест. Шупашкарти маттур ентешсем Н.Зарев, Н.Ванеркин тата ыттисем те хастар хутшăнчĕç ял уявне ирттерме. Малашне те вĕсен пархатарлăхĕ ÿссех пытăр, ентешлĕхĕн хăвачĕ ан иксĕлтĕр. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем Л.Васильева, В.Леонтьев, А.Федорова чылайччен юрă-кĕвĕпе куракансене тыткăнларĕç. Илемлĕ çемĕпе ташша тухма йыхăрчĕç. Кăмăл туличченех савăнчĕç çак кун Вăтакассем, шÿрпе çирĕç, сăра ĕçрĕç, килес çул татах та маттур пулма калаçса татăлчĕç.