03 мая 2009 г.
Канмалли кунсенче Вăрмар поселокне тухса çÿренĕ май такама та курма пулать. Ĕçе васкамалла мар, сăмах çăмхине сÿтме те никам та чăрмантармасть. Çак кунсенче поселокра пурăнакан Михаил Ильич Семенова тĕл пулма тÿр килчĕ. Тĕл пулу Спорт çурчĕ умĕнче иртнĕ май калаçу та Спорт таврах тĕвĕленчĕ.
Спорта ачаран юратнă
Хăйĕн пурнăçĕн 25 çулне вăл физкультурăпа тата спортпа çыхăнтарнă. Вĕсенчен 12 çулне районти физкультурăпа спорт комитетне ертсе пынă, 5 çул хушши Спорт çурчĕн директорĕнче ĕçленĕ, профтехучилищĕре, шкулта физкультура урокĕсене ертсе пынă. Çавăнпа та ку тема уншăн питĕ çывăх. Пĕлтĕр «Зенит» УЕФА Кубокне çĕнсе илни, хоккеистсем Тĕнче чемпионĕ пулса тăни, район спортсменĕсен çитĕнĕвĕсем тата ытти те савăнтараççĕ ăна. Кун пек чухне иртни те аса килет.
- 1970-1980 çулсенче республикăра ирттернĕ Спартакиадăсенче район спортсменĕсем яланах малти вырăнсем йышăнатчĕç. Уйрăмах йĕлтĕр спорчĕ, çăмăл атлетика, волейбол, гандбол, шашка, кĕрешес, кире пуканĕ йăтас енĕпе палăрса тăратчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ хальхи Спорт çуртне те 1978 çулта кунта тума йышăнчĕç. Урăх районсем питĕ хăйсен çĕре çинче тутарасшăнччĕ те ăна, анчах пирĕн спортсменсен çитĕнĕвĕ ыттисенчен сумлăрах пулчĕ пулмалла, - каласа парать Михаил Ильич. Мĕншĕн пурнăçне физкультурăпа çыхăнтарма шутланă-ха; Калаçнă май çак ыйту хăй тĕллĕнех çуралчĕ.
- Кивĕ Вăрмарсем ĕмĕрĕпех спортпа туслă пулнă (Михаил Ильич çак ялта 1943 çулта çуралнă). Ман ÿсĕмрисем те, аслăраххисем те сывă пурнăç йĕркине тытса пынă. Пичче те (Геннадий Ильич) йĕлтĕрпе чупас енĕпе республикăра иртекен ăмăртусене кăна мар, ытти çÿллĕрех шайри турнирсене те хутшăннă... Çапах та кунта пĕр япалана каласа хăварни вырăнлă. Çамрăк Михаил чунĕнче тепĕр юрату – пыл хурчĕсем те пулнă. Çавăнпа та вăл Вăрмарти вăтам шкула вĕренсе пĕтерсе ялта çулталăк ĕçленĕ хыççăн Вăрнарти училищĕне хурт-хăмăр ăстин профессине алла илме вĕренме кĕнĕ. Акă ĕнтĕ алăра диплом та пур, анчах тем çитмен пек – вара Михаил Ленинградри физкультурăпа спорт техникумне çул тытнă. 1965 çултан пуçласа хăй маларах вĕреннĕ Вăрнарти училищĕрех çамрăксене физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарнă.
... Пирĕн калаçу хамăр сисмесĕр тенĕ пек Михаил Ильичăн Вăрмарти хваттерне куçать. Кивĕ сăн ÿкерчĕксем. Акă кунта çамрăк физкультура учителĕ Вăрнарти саккăрмĕш ПТУ хĕрĕсемпе. «Трудовые резервы» ялавĕ вĕлкĕшет. Тин кăна вĕсем çак обществăн Республикăри йĕлтĕр эстафетинче 3 çухрăма чупса çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ. Пурте хаваслă. Ытти сăн ÿкерчĕксем.... Пурте ăнăçлă пырать. Çук, Михаил Ильича тăван ен йыхăрать. Сăмах май, вăл Вăрмар тăрăхне каялла таврăннăранпа кăçал шăп та лăп 40 çул çитет. Районта та пултаруллă çамрăка асăрхаççĕ, çав çулах «Урожай» спорт обществин вырăнти совечĕн председателĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Каярах – ытти должноçсем, вĕсем çинчен çÿлерех асăнтăмăр. Хăш-пĕр çын пулсан ĕнтĕ эп пулнă вăхăтра çавăн чухлĕ спорт мастерĕ çитĕнтернĕ, çавна-çавна чемпион пулма пулăшнă тата ытти тем тепĕр те калĕччĕ. Çук, ун пек çын мар Михаил Ильич. Халăх хăйех курать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче физкультурăпа спорт мĕнле аталаннине, кĕрешÿçĕсен, велосипедистсен тата ыттисен ячĕсем те мĕнле кĕрленине ас тăвакансем чылай-ха Вăрмарта. Кун пек чухне сăмахсăрах теççĕ.
Пыл Çиме пылак
Çулсем иртнĕ май Михаил Ильич малтанхи пысăк туйăм – пыл хурчĕсем ĕрчетесси – татах та вăйланса пынине туйса илнĕ, çĕнĕ ĕçе тытăнма хăйне хатĕрлесе çитернĕ. Малалла вара хăйне сăмах парар.
- Тăван Кивĕ Вăрмарта утар йĕркелесе ярас тесе эпĕ тахçанах ĕмĕтленнĕ. Çав ĕмĕт вара 1988 çулта пурнăçланчĕ. Ун чухне «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ пулса Г.Эверсков тăрăшатчĕ. Вăл ялти сад пахчинче 5 гектар çинче çĕнĕрен улмуççисем лартатчĕ, Мичурин ячĕллĕ колхозран 50 хурт çемйи илсе килсе унта вырнаçтарчĕ. Утарçă пулма сĕнсен пĕрре те иккĕленсе тăмарăм. Малтанхи икĕ çул хушши Спорт çуртне те ертсе пытăм, утарта та ĕçлерĕм. 1990 çулта вара, спорт системинче тăрăшма тытăннăранпа 25 çул çитсен, пуçĕпех утара куçрăм...
Йывăрри те пулнă пулĕ, анчах та вăл юратнă ĕçре палăрсах та каймасть-ши е çын хăй ăна асăрхамасть. Малаллах ăнтăлнă Михаил Ильич, 20 çул сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. Çак хушăра хăй шутласа пынă тăрăх патшалăха 14 тонна та 750 кг пыл сутнă. Ыттисем ан çилленччĕр те, анчах та пыл йăран çинче çитĕнмест. Вĕлле хурчĕсене те çуркунне кăларса яр та çу вĕçĕнче пылне уçласа ил кăна мар. Вĕсене пĕчĕк ачасене пăхнă пек пăхмалла теççĕ усраса курнă çынсем. Çитĕнĕвĕсем те ĕçлеме пĕлнĕренех пулнă ĕнтĕ. 2003, 2005 çулсенче Михаил Ильич кашни вĕллерен пыл илессипе хурт-хăмăр ăстисем хушшинче районта иккĕмĕш вырăнсене тухнă. 2005 çулта вара районти чи лайăх хурт-хăмăр ăсти ята тивĕçнĕ. Ÿсĕм çăл куçĕ хуçалăх ертÿçинчен Н.Петровран та нумай килнĕ.
- 45 çул ĕçлесе те эпĕ ун пек ертÿçĕ курман, - аса илет халĕ ĕç ветеранĕ. Ирхине 6 сехет иртрĕ – Николай Петрович утарта. Унччен вăл хур, чăх фермисене çитсе килнĕ, уй-хире тухса çаврăннă. Юлашкинчен, кантурта планерка ирттериччен, утарпа интересленет. Мĕн калăн, çавăнпа та пуль «Урмарская» хуçалăх паян кун та республикипех малтисен ретĕнче.
Сахал мар ырă çынна тĕл пулнă хăйĕн пурнăçĕнче М.Семенов. Халĕ те хăйне вĕрентсе кăларнă Вăрнарти училище директорне Д.Туганова, Вăрмар райĕçтăвком председателĕ пулнă В.Смирнова, хăй вăхăтĕнче «Урожай» спорт обществин председателĕнче ĕçленĕ П.Сидорова, районти А.Федорова, Ю.Архипов, А.Ноздрин спортсменсене ырăпа асăнать. Чеченсем пĕр алăра икĕ арбуз чылайччен тытса тăраймăн теççĕ. Михаил Ильич вара харăсах икĕ ĕçне пурнăçламан та, унăн вĕсем спираль çÿлелле авкаланса хăпарнă пек пĕр-пĕринчен татăлмасăрах ылмашăннă. Çавăнпа та икĕ ĕçĕнче те çитĕнÿсем пулса пынă. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ хĕрне аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.