03 мая 2009 г.
Кăçалхи апрелĕн 9-мĕшĕнче Вăрмар станцине рабочи поселокĕ ят панăранпа 62 çул çитрĕ. Район центрĕн ун чухнехипе хальхи сăн-сăпатне танлаштарма çук ĕнтĕ. Кивĕ çуртсем вырăнне çулсеренех çĕннисем çĕнелсе лараççĕ. Уйрăмах çакă Республика кунне хатĕрленнĕ май татах та хăвăртрах пулса пырать. Упранса юлнă кивĕ çуртсенчен пĕри вăл – элеватор çурчĕ. Кăçал ăна хута янăранпа 70 çул çитет. Çавăнта та вулакансене унăн историне кĕскен тепĕр хут аса илтерер-ха. Элеватор корпусĕ паян та поселокра чи çÿлли, вăл тÿпенелле 40 метра кармашать. Ăна Вăрмар «пĕлĕт хыраканĕ» (небоскреб) теме пулать.
30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче кунти тÿрем çĕр çинче район центрĕнчи малтанхи стадион пулнă. Унта кашни çулах ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен ярмарка-курав ирттернĕ. Çавăнпа тин çеç йĕркеленнĕ колхозсен малтанхи çитĕнĕвĕсене кăтартма тăрăшнă: ăратлă сыснасене, вăкăрсене, рысак лашасене, тухăçлă çĕр улмине, тĕш тырăна.
Тыр-пул тухăçĕ ун чухне пысăках пулман, паллах, анчах патшалăх пÿлмине хывмалли план çулсерен ÿссех пынă. Районти пур хуçалăх та патшалăха паракан тырра «Заготзерно» пунктне илсе килнĕ. Черетри лавсем Çĕнĕ Кавал ялĕ патне çитиех тăсăлнине калаççĕ. «Заготзерно» системинче ятарлă сушилкăсем пулман, чĕрĕрех тырра вара йышăнман. Çавăнпа хамăр республика правительстви Вăрмарта элеватор лартма Чулхула крайкомĕ умне ыйту тăратать (ун чухне пирĕн республика Чулхула крайне кĕнĕ). Çак пысăк объекта тума хушу килсен ятарлă комисси элеватор лартма стадион вырăнне суйласа илет. Ун чухне райĕçтăвком председателĕ А.Яндараев пулнă, элеватора хута янă чухне – И.Петров.
Хальхи вăхăтра унăн официаллă ячĕ «Чăвашхлебопродукт» патшалăх унитарлă предприятин Вăрмарти тырă йышăнакан пункчĕ» пулсан та, халăхра ăна элеваторах теççĕ. Малтанхи нихçан та манăçмасть çав. Предприяти директорĕ В.Александров пĕлтернĕ тăрăх, Республика кунне хатĕрленсе районти чи çÿллĕ çурта та илемлетме пăхнă.