АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслисене çумăр хăратмасть

03 мая 2009 г.

Шкул ачисем хушшинче çăмăл атлетика енĕпе районта мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăрту массăлăхпа палăрса тăчĕ. Кунĕпех çумăр лÿшкерĕ пулин те çакă спортсменсене нимĕн чухлĕ те пăшăрхантармарĕ.

Чи малтанах старта 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем тухрĕç. Вĕсем 100 метра чупрĕç. Хĕр ачасенчен чи пултарулли К.Линга (Чупай), арçын ачасенчен А.Алексеев (Энĕшпуç) пулчĕç.

10-11-мĕш классенче ăс пухакансем те çак дистанцирех тупăшрĕç. Пĕрремĕш вырăнсене И.Краснова (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул) тата А.Назаров (Мăнçырма) йышăнчĕç.

200 метра чупса А.Лингапа (Чупай), М.Иванова (Энĕшпуç) тата А.Алексеевпа (Энĕшпуç) Л.Ефремов (Пысăк Енккасси) çĕнтерчĕç.

400 метрлă дистанцире çĕнтерÿçĕ ятне К.Линга (Чупай), В.Павлов (Вăрмар), Н.Кондратьева (Энĕшпуç), Н.Федоров (Вăрмар) тивĕçрĕç.

800 метра чупса ăмăртасси те интереслĕ иртрĕ. Пĕрремĕш вырăнсене И.Иванова (Пысăк Енккасси), В.Иванов (Чупай), Е.Павлова (Пысăк Енккасси), Э.Ванюков (Кĕлкеш) тухрĕç.

Чи вăйлисем 1500 метрлă дистанцире те палăрчĕç. О.Филиппова (Пинер), В.Степанов (Аслă Чак), К.Семенова (Пысăк Енккасси), А.Иванов (Энĕшпуç) пултаруллă спортсменсем пулнине çирĕплетсе пачĕç.

3000 метрлă дистанцире тупăшу уйрăмах çивĕч иртрĕ. Чемпион ятне И.Топтыгина, А.Никонов (иккĕшĕ те Чупайĕнчен), А.Семенова (Вăрмар), Ю.Яковлев (Энĕшпуç) çĕнсе илчĕç.

3000 метрлă дистанцие хăвăрт утас енĕпе ăмăртрĕç. 8-9-мĕш классенче вĕренекенсенчен М.Ивановапа А.Марков (иккĕшĕ те Пысăк Енккассинчен) пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Тăршшĕне сикессипе Е.Максимова (Арапуç), Т.Степанова, Л.Ефремов (Пысăк Енккасси), И.Данилов (Энĕшпуç) палăрчĕç.

Çÿллĕшне сикессипе Г.Загриева, А.Васильев, А.Савушкин (Вăрмар), М.Иванова (Пысăк Енккасси) чи лайăх результатсем кăтартрĕç.

Йĕтре тĕртессипе А.Александров, Н.Баландаева (Шăхаль), П.Кириллов (Энĕшпуç), Л.Павлова (Мăнçырма) чи пултаруллисем пулчĕç.

Пĕтĕмĕшле итогсемпе вăтам шкулсенчен пĕрремĕш вырăна – Энĕшпуçсем, иккĕмĕшне – Пысăкенккассисем, виççĕмĕшне Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул команди йышăнчĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен çĕнтерÿçĕ ятне Чупайсем çĕнсе илчĕç. Пинерсемпе Кĕтеснерсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика