30 мая 2009 г.
Кăçал Республика кунне Шупашкарта тата Вăрмар районĕнче ирттерме йышăнни пирĕн ума пысăк яваплăх кăларса тăратать. Вăрмар поселокĕ нихăçанхинчен те хитререх пултăр, хăнасен кăмăлне кайтăр тесен пурин те çанна тавăрса ĕçлемелле, укçи-тенкине те, вăхăтне те шеллемелле мар.
Эпир Республика кунне иртнĕ çулах хатĕрленме пуçланă. Чылай магазинсене Европа шайĕпе юсаса çĕнетрĕмĕр. Автотранспорт предприятийĕ çывăхĕнчи «Надежда», ял хуçалăх продукчĕсем сутакан лавккасене çĕнетсе лайăхлатса самообслуживани йĕркипе ĕçлемелле турăмăр. Ĕçе çапла йĕркелени тавар туянакансемшĕн те меллĕ. Чулкас ялĕнчи лавккара та Евроюсав ĕçĕсем пурнăçларăмăр. Кунта та халĕ самообслуживани йĕрки çине куçарнă. «Минутка» кафене çĕнĕ сăн кĕртрĕмĕр. Тăррине çĕнĕрен витрĕмĕр, умне тимĕр карта тытса çавăртăмăр. Аптекăна та юсарăмăр. Халĕ вара «Юность» кафере те юсав ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ . Туса пĕтерсен кафе çынсене хăйĕн патне илĕртме пуçлĕ.
«Лидер» лавккана, универмага çĕнĕ сăн кĕртмелле. Тата ытти юсав ĕçĕсем пурнăçламалла.
Куратăр ĕнтĕ, ĕçсен калăпăшĕ пысăк. Вĕсене пурнăçлама 6 миллион тенке яхăн тăкакларăмăр. Никам та пире пулăшу памасть, пĕтĕмпех хамăр ĕçлесе илекен укçапа пурнăçлатпăр. Поселок илемлĕ пулни хамăршăнах. Капăр пулсан чун савăнать, татах та тăрăшарах ĕçлес киет.