АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Литературăпа музыка каçĕ

30 мая 2009 г.

РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ писателĕсен тата журналисчĕсен Союзĕн членĕ, поэт-композитор Н.Иванов – Пархатар хăйĕн авторла музыкăпа литература каçне Кавали шкулта ирттерчĕ. Искусство шкулĕнче В.Алексеева тата А.Веселовская вĕренекенсем те авторла концерта активлăн хутшăнчĕç, вуншар кĕвĕ – юрăсене ăнăçлăн, чи çепĕç, чĕре туйăмĕпе шăрантарчĕç. Чи пултаруллă çамрăк баянистсен тата Н.Ивановăн тĕл пулу каçне ашшĕ-амăшĕсем, пĕрле вĕренекенсем йышлăн килнĕ. Концертра В.Алексеева «Полянка», «Аннушка», «Как под яблонькой», «Как по ягоды», «Тонкая рябина», «Полька», «Полюшко-поле», «Дунайские волны», «Петушок» кĕввисене, А.Веселовская – Р.Лагидзен «Песня о Тбилиси», Д.Циполин «Менуэт», вырăс халăхĕн «Коробейники», И.Шатровăн «Вальс на сопках Маньчжурии» тата Н.Ивановăн «Чăваш ташши», «Чикан ташши», «Шкул кадрилĕ» кĕввисене баянпа выляни пурне те килĕшрĕ, чуна хавхалантарчĕ.

Литературăпа музыка каçĕнче Н.Иванов – Пархатарăн пурнăçĕпе творчестви тата унăн пичетленнĕ кĕнекисем çинчен библиотека ĕçченĕ, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Г.Корытникова тĕплĕн каласа пачĕ, вăлах ентеш авторăн юррисене çепĕççĕн шăрантарса итлекенсене тыткăна илчĕ.

Аннăпа Валерияна, искусство шкулĕнчи конкурсăн çĕнтерÿçисене, чи лайăх паллăсемпе вĕренекенсене Дипломсем парса чыс-хисеп тунине тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç куракансем-итлекенсем.

Поэт-композитор Н.Иванов шкул библиотеки валли хăйĕн пичетленсе тухнă кĕнекесен ушкăнне парнелерĕ. Çак мероприятине лайăх ирттернĕшĕн Н.Иванова тата Г.Корытникована шкул дирекцийĕ Хисеп грамотисем тата парнесем парса тав турĕç.

«Ырă ĕç» тата чăваш чĕлхи эрнинчи литературăпа музыка каçĕ ăнăçлă, асра юлмалла иртрĕ. Кун пек тĕлпулу каçĕсене малашне те ирттерме сĕнчĕç Кавалсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика