АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ят ылтăнран хаклă

30 мая 2009 г.

Чăваш Енре пурăнакан, хăйĕн тăван Вăрмар çĕрне тата унти мĕн пур çынсене чăннипех чунтан юратакан çын, сăмахпа кăна мар, ĕçĕпе çынна пулăшма ăнтăлакан хĕрарăм - Людмила Николаевна Голубева çинчен сăмах пырĕ паян.  

Чăннипех йывăр саманта лекнĕ е çука юлнă, нуша тÿсекенсене пулăшас туртăма ашшĕ-амăшĕ парнеленĕ тейĕн уçă кăмăллă хĕрарăма.

1954 çулхи майăн 29-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнче рабочисен çемйинче кун çути курнă вăл. Людмилăпа Николай пиччĕшне ашшĕ-амăшĕ юратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вăрçă хыççăнхи пурлă-çуклă пурнăç çăмăл пулман, çапах та, йывăрлăхсене пăхмасăр, вĕсем ачисене пĕлÿ илме пулăшнă.

1972 çулта Вăрмарти вăтам шкултан вĕренсе тухсан, Людмила районти сĕтел-пукан фабрикинче рабочи пулса вăй хума тытăнать. Çакăнтан пуçланаççĕ те ĕнтĕ çамрăкăн хастар ĕç çулĕсем. Пĕлĕве малалла тăсас тĕллевпе Людмила Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче библиотека ĕçне вĕрентекен уйрăмра ăс пухма тытăнать. Диплом илнĕ хыççăнах тăван çĕре таврăнса библиотекарьте ĕçлет. 1981 çулта Хусанти культура институтĕнчен вĕренсе тухать. Тĕрлĕ çулсенче вăл вулав залĕн заведующийĕ, аслă библиотекарь, методист пулса тăрăшать. Тухăçлă тата ĕçе чунтан парăнса ĕçлекен ырă кăмăллă та сăпайлă хĕрарăма унта тивĕçлипех хаклаççĕ.

«Ĕç çынна мухтава кăларать», - тенĕ ватăсем. Çапла вара 1986 çулта Людмила Николаевнана Вăрмарти райĕçтăвкомра пай заведующийĕ пулма сĕнеççĕ. Çав вăхăтрах районти патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсен районти профсоюз комитечĕн председательне суйлаççĕ.

Хăйне пĕртте хĕрхенме пĕлмен вăл, хĕвелпе пĕрле ĕçе кÿлĕннĕ, килне вара çутă уйăхпа таврăннă. Çав вăхăтрах пĕртен пĕр тĕпренчĕкне - юратнă ывăлне Андрея та, хăйĕн ашшĕ-амăшĕ евĕр, сăпайлă çын пулма вĕрентнĕ.

1990 çултан тытăнса - Людмила Николаевна райĕçтăвкомра, кайран район администрацийĕнче администраци ĕçĕсен управляющийĕ, социаллă хÿтлĕх уйрăмĕн заведующийĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ пулса нумай çул тăрăшулăх кăтартать.

Районта тата тăван поселокра пурăнакан çынсен пурнăç шайне ÿстерсе пыма пулăшнипе пĕрлех обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнать. Районти руководительсемпе ĕçтешĕсем хушшинче авторитетлă пулнипе палăрать. Кашни çынпах - ватă вăл е çамрăк, мулпа пуян е чухăн - ăнланса, вĕсен кулленхи ыйтăвĕсене татса пама тăрăшнă, саккунсемпе паллаштарса вĕсемпе килĕшÿллĕн май çитнĕ таран пулăшнă, кашни çын шăпишĕн пăшăрханнă.

Паянхи куна илсен, Людмила Николаевна пурнăçри тĕллевсене пĕртте улăштарман. Кашни кун тенĕ пекех пысăк профессионализмлă, анлă пĕлÿллĕ, çынпа ăнланса ĕçлекен хĕрарăм Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хурать, поселокра çынсен кулленхи ыйтăвĕсене татса пама тăрăшать. Хула тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕнче ĕçлесе поселок аталанăвне тÿпе хывать. Унăн шухăшĕпе çапла кăна хамăра валли, пирĕн ачасемпе мăнуксем валли лайăх пурнăç туса пама шанчăк пур.

Ырă йывăç ырă çимĕç парать. Людмила Николаевнан ывăлĕ Андрей Вячеславович - районти халăх сучĕн судйи пулса тăрашать, унăн мăшăрĕ Татьяна Вячеславовна Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕрентекен пулса ачасене пĕлÿ парать. Вĕсен икĕ ывăл тĕрĕс-тĕкел çитĕнеççĕ. Людмила Николаевна мăнукĕсемпе чунтан савăнать, вĕсемшĕн яваплă пулса пурнăç çулĕ çине кăларма хутшăнать. Малашне мĕн ĕмĕтленни пурнăçа кĕрсе пытăр. Çамрăксен сирĕнтен ырă тĕслĕх илмелли пурах.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика