АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Координаци канашĕн ларăвĕ

27 мая 2009 г.

«Наркотиклă хатĕрсен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе право йĕркисене сыхлакан органсен умĕнче тăракан задачăсем çинчен» ыйтупа ирттернĕ координаци канашĕн анлă ларăвне район прокурорĕ С.Павлов ертсе пычĕ. Ларăва район пуçлăхĕн заместителĕ - район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов, РФ наркотиксемпе кĕрешекен федераллă службăн Çĕнĕ Шупашкарти Управленийĕн начальникĕ В.Цапин, милици сотрудникĕсем хутшăнчĕç. Кун йĕркинчи ыйтупа район прокурорĕн помощникĕ Ю.Никифоров доклад туса пачĕ.

Вăл çакна палăртрĕ: наркотиклă хатĕрсен тата психотроплă япаласен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешесси шалти ĕçсен пайĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ку енĕпе наркотике хирĕç кĕрешекен комисси кашни çулах туса ирттермелли мероприятисен планне хатĕрлет. Районти тĕп больницăра наркотикпе нушаланакан çынсене учета илеççĕ, вĕсене кунта сыватма тăрăшаççĕ. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен районти комисси шалти ĕçсен, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕсемпе пĕрле кашни çулах çул çитмен ачасемпе тĕплĕн ĕçлеççĕ, эрех-сăра, пирус, наркотик сиенĕ пирки калаçусем ирттереççĕ.

Çав вăхăтрах тĕрĕслÿ çакна кăтартса пачĕ: наркотиклă япаласен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе право йĕркисене сыхлакан органсем мерăсем йышăнаççĕ пулин те, тивĕçлĕ результатсем памаççĕ-ха.

2007 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче депутатсен районти Пухăвĕнче «2008-2009 çулсенче Вăрмар районĕнче наркотиклă япаласен саккунсăр çаврăнăшĕпе комплекслă кĕрешмелли мерăсем» тĕллевлĕ Программа йышăннă. Программăна пурнăçлама муниципалитет бюджетĕнчен 2008 çулта - 24, 2009 çулта 26 пин тенкĕ уйăрнă. Анчах та тĕрĕсленĕ вăхăтра пур мероприятисене те ирттерме укçа уйăрманни палăрнă.

Районăн тĕллевлĕ Программипе район больници валли тĕрлĕрен методикăлла материалсем, плакатсемпе брошюрăсем, буклетсем тата ыттисене туянма 3 пин, диагностикăпа консультаци Центрĕнче наркомани енĕпе ĕçлекен медицина ĕçченĕсен, социаллă педагогсен, психологсен квалификацине ÿстерме 8 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Анчах та 2008 çулта Программăра кăтартнă мероприятисене пурнăçлама укçа-тенкĕ пачах та уйăрман. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта та çавах.

Район больницинче наркоманипе чирлĕ çынсене учета илесси кирлĕ шайра мар. 2007 тата 2008 çулсенче пĕр çынна кăна диспансер учетне тăратнă.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем граждансем хăйсен килти участокĕсенче мăкăнь лартса ÿстернине тĕрĕслесе тăрас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ.

Районти ШĔП сотрудникĕсем кăçал наркотиклă хатĕрсен тата психотроплă япаласен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ, преступление тупса палăртма тăрăшмаççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта пĕр преступление те уçса палăртман. 2008 çулта наркотик енĕпе 4 преступлени уçса палăртнă (унчченхи çулхине 8 пулнă).

Районти шалти ĕçсен пайĕн криминал милицийĕн сотрудникĕсем, следовательсем, дознавательсем наркомание хирĕç кĕрешес ĕçре пуçарулăх кăтартмаççĕ.

В. Павлов прокурор хăйĕн сăмахĕнче РФ наркотиксемпе кĕрешекен федераллă службăн Çĕнĕ Шупашкарти управленийĕн сотрудникĕсене критиклерĕ. Вĕсем РФ Президенчĕ çирĕплетнĕ Положенире кăтартнă йĕркесене пурнăçлассинчен айккинче тăраççĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне йĕркелесе тăмаççĕ, наркотике хирĕç кĕрешекен комиссин составĕнче пуласшăн мар.

Пурне те пăшăрхантаракан ыйтупа ларура çавăн пекех район пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов тухса калаçрĕç.

Координаци канашĕн анлă ларăвне хутшăннисем çапла йышăнчĕç: наркотиклă хатĕрсен тата психотроплă япаласен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес ĕçе пурне те явăçтармалла. Ку енĕпе районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем хула тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Наркотик пирĕншĕн ют пулни çинчен каласа ăнлантарассине вăйлатмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика